Шăхачсем шăнтиччен субботника тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2019, 09:51 Просмотров: 240

ТĂВАНĂМĂРСЕМ ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă ял масарĕсене тирпейлĕ тытасси, хăрăк йывăçсемпе хыт-хурана вăхăтра тасатса тăрасси - пирвайхи тĕллевсенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе Шăхачсем ĕçе начар мар йĕркелеççĕ, кĕркуннепе çуркунне сăваплă вырăна çỹп-çапран тасатаççĕ. Хальхинче те вĕсем Николай Узюкин ял старости йĕркеленипе пысăк субботник ирттернĕ. Ырă ĕçе вăйпиттисемпе юнашарах аслă çулхисем те кар тухнă. 87 çулхи Петр Метлов ĕç ветеранĕ те яланхиллех мĕн пуçласа вĕçне çитичченех ял-йышпа юнашар масар территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Шурă юр лариччен çакнашкал субботниксене кашни ялтах йĕркелемелле. Масар çийĕ çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те таса пултăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика