Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2019, 09:53 Просмотров: 257

Районта Статистика кунĕ иртрĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикинчи Федераци службин территори органĕнчи патшалăх статистикин ертỹçи Э. Максимова тата Чăвашстат специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Вĕсем район администрацийĕн Пысăк залĕнче Чăвашстатăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç, 2020 çулта ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕплĕн хатĕрленсе ирттерсе ярасси, статистика отчечĕсен пĕлтерĕшĕ тата ытти пирки те калаçрĕç. "Авангард" хаçат редакцийĕнче пулнă хыççăн Патăрьелĕнче иккĕмĕш вăтам шкулти аслă классенче вĕренекенсемпе, агропромышленность техникумĕн студенчĕсемпе курнăçрĕç.

Мĕн-ха вăл статистика? Хăçан пуçланса кайнă тата мĕн тума кирлĕ? Шăпах çак тата ытти ыйтусем тавра калаçрĕ тĕл пулура Э. Максимова. Ачасене ăнланмалларах пултăр тесе презентацисем те кăтартрĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çывхарса пынă май çырав пĕлтерĕшĕ пирки те ăнлантарчĕ. Шкулсемпе ача сачĕсем тăвасси, ĕç вырăнĕсем йĕркелесси шăпах çак мероприятин пĕтĕмлетĕвĕпе çыхăннине пĕлтерчĕ. 2010 çулта çыравçăсем çынсем каласа панине хут çине çырнă пулсан, çитес çул информацие тỹрех планшета кĕртеççĕ.

Статистика кунне хутшăнакансем уйрăм çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе консультацисем пачĕç.

О. ПАВЛОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика