Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 15:54 Просмотров: 189

Хамăрăн тавар лайăхрах

"Аккондмолоко" пĕрлĕх /Тăвай районĕ/ 3-мĕш кварталта инвестици проектне пурнăçласа сĕте ПЭТ- савăта тултаракан тата услам çу производствин çĕнĕ корпусне хута янă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă. Пĕрлĕх директорĕ Александр Ананьев пĕлтернĕ тăрăх - производствăра хамăр тăрăхра туса илнĕ сĕтпе усă кураççĕ. Талăкра 80 пин тонна чĕр тавара тирпейлеççĕ, 30 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ.

Капиталлă юсав

хакланмасть

ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче халăхăн пысăк пайне пырса тивекен ыйту 2020 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама хывакан тÿлев виçине палăртасси пулнă. Строительство министрĕ Алексей Грищенко тÿлеве 2018-2019 çулсенчи шайрах хăварма сĕннĕ — хваттерсен кашни тăваткал метрĕшĕн 6,3 тенкĕ. Çапла йышăннă та. Министр палăртнă тăрăх, çак виçепе пухакан тÿлевĕн çитес çулхи пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 800 миллион тенкĕпе танлашмалла. 2019 çултан юлаканни — тата 630 миллион тенкĕ. Çак укçа юсама палăртнă çуртсенчи ĕçсене туллин пурнăçлама, юсав ĕçĕсене кăçалхинчен 30% ÿстерме çителĕклĕ.

Ăслă ачасем çитĕнеççĕ

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Канашри педагогика колледжĕнче ачасен цифра вĕрентĕвĕн IT-куб центрĕ ĕçлеме пуçланă. Унта хальхи вăхăтра икĕ направленипе вĕренеççĕ. Çитес çулсенче центрта пĕлÿ илекенсен шучĕ палăрмаллах ÿсмелле. Хальлĕхе 400 ытла заявлени йышăннă. Ачасене çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн тин вĕренме илеççĕ. 2024 çулччен вĕсем центрта тÿлевсĕр вĕренĕç. Хальхи вăхăтра центр çуртĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Çĕнĕ завод хута кайĕ

Сивĕтекен оборудованисем кăларакан завода Канашри индустри паркĕнче Çĕнĕ çул умĕн уçма хатĕрленеççĕ. Производство 14 пин тăваткал метр йышăнать. Малтанхи вăхăтра унта 60 çын ĕçлĕ, каярахпа унта ĕçлекенсен йышĕ икĕ хут ÿсĕ. Завод представителĕ пĕлтĕрнĕ тăрăх - хальлĕхе 200 ытла резюме йышăннă. Çак çынсем пурте Канаш районĕнчен, чылайăшĕ ытти регионсене ĕçлеме çÿрекенскерсем. Вĕсем завод уçăласса кĕтеççĕ.

Ялта спорт аталанать

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налук комитечĕн членĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ялĕнче  лару ирттернĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - ялсенчи вĕрентÿ организацийĕсене "Вĕрентÿ" наци проекчĕн "Кашни ачан çитĕнĕвĕ" регион проекчĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни.  Бюджет укçипе, тĕпрен илсен, шкулсенче физкультура тата спорт мероприятийĕсене ирттерме тивĕçлĕ условисем тумалла. Кăçал çак тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийĕсене 29 миллион тенкĕ уйăрнă, çак укçапа 29 ял шкулĕнчи спорт залĕсене юсанă. 2020-2022 çулсем валли " Вĕрентÿ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен 74 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

Сох-е культуры

«Ватлăх, ан васка»

Çапла ят панă юбилей каçне СССР халăх артисчĕ, Раççей, Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев. Мероприятие Валерий Николаевич çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Унта ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Л.Черкесов, Н.Малов хутшăннă. Уяв каçĕнче — Чăваш Ен ертÿлĕхĕн, ĕçтешĕсен, тăванĕсен, ентешĕсен, республикăри пултарулăх коллективĕсен саламĕсем, режиссер тĕрлĕ çулта лартнă спектакльсенчи сыпăксем.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика