Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене çивĕчлетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 15:58 Просмотров: 188

Çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне районти депутатсен Пухăвĕнчи "Единая Россия" партин депутачĕсен ушкăнĕн ертỹçи Иван Соловьев, предприяти-организаци, учреждени ертỹçисем, АПК работникĕ- сем тата ытти сфера ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Конференцие "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Маларах "Единая Россия" партин районти пуçламăш организацийĕсенче пухусем иртрĕç, вĕсенче шăпах конференци делегачĕсене суйларĕç. Хальхи вăхăтра партин районти тытăмĕнче 1200 ытла член. Йыш çулсерен хушăнса пырать. Конференцире Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн çулталăкри ĕçне пĕтĕмлетрĕç, малашлăх çул-йĕре палăртрĕç, ноябрĕн 7-мĕшĕнче пулакан партин регионти уйрăмĕн ХХVII конференцине кайма делегатсем суйларĕç, партин районти политканаш йышне çĕнетрĕç, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин вырăнти контроль комиссийĕ пирки калакан положение çирĕплетрĕç.

Конференцире "Единая Россия" партин хастарĕсене Тав хучĕпе тата çĕнĕ членĕсене парти билетне илнĕ ятпа саламларĕç.

(Хамăр корр.)

 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика