Театр çулталăкĕнче - спектакль курма

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 16:02 Просмотров: 172

ТЕАТР çулталăкĕ вĕçлениччен нумай юлмарĕ. Çавна май районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Шупашкарти К. В. Иванов ячĕллĕ чăваш драма театрне çул тытнă, педагогсем В. Яковлев режиссер лартнă "Вĕри юнлă çемçе чун" драмăна пăхнă, ун хыççăн ăна ушкăнпа сỹтсе явнă. Ырă витĕм паракан, пурнăçа хаклама, тĕрĕс шухăшсем тума, кăмăла çирĕплетме пулăшакан спектакль пурин кăмăлне те кайнă. Вĕрентекенсем çавăн текех чăваш тĕррин музейĕнче те пулнă, авалхи тата хальхи алă ĕçĕсемпе паллашнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика