Европа чемпионатĕнчен - виçĕ медальпе

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2019 17:18 Просмотров: 148

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Бухарестра (Румыни) кăçалхи октябрĕн 17-27-мĕшĕсенче иртнĕ çамрăксем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Европа чемпионатĕнчен виçĕ медальпе таврăннă Наталия Шаймановăпа тĕл пулчĕ. Наташа Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă. "Паттăр" ФСКари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йывăр атлетика уйрăмĕнче вĕреннĕ. Унтан Чăваш Енри йывăр атлетсен шкулĕнче ăсталăхне туптанă.

Наталия спорт карьеринче пĕрремĕш хут çакнашкал тĕнче шайĕнче ăмăртнă. 64 килограмм таранчченхи виçерисемпе тупăшнă. Малтан штангăна тỹрех çĕклесе (рывок) кĕмĕл, кайран тĕксе хăпартса ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Икĕ енлĕ тупăшу вара 23 çулчченхи çамрăксем хушшинче тепĕр ылтăн медале çĕнсе илсе Европа чемпионĕ ятне тивĕçтерчĕ.

"Пирĕн район спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Европа чемпионатĕнчи çĕнтерỹ - ялтан тухнă хĕршĕн калама çук пысăк çитĕнỹ. Районта пурăнакан кашни çын хĕпĕртет тата мăнаçланать çакăншăн. Çитĕнекен ăру вара спортăн çак енне малашне мала хурасса шанасах килет",- терĕ Рудольф Васильевич.

Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çакăн пек харсăр хĕр пăхса çитĕнтернĕшĕн Наталиян ашшĕпе амăшне - Светлана Владимировнăпа Геннадий Георгиевич Шаймановсене - Тав хучĕсем пачĕ.

Ырă сăмаха чемпионкăн пĕрремĕш тренерĕ Александр Давыдов та тивĕçрĕ. "Сирĕн ĕç ăсталăхне ырлатпăр эпир. Малашне те Нăрваш Шăхаль ятне, район чысне, республика сумне, Раççей çĕршывĕн мăнаçлăхне çĕклеме пулăшакан ăста спортсменсем хатĕрлессе кĕтетпĕр",- терĕ муниципалитет ертỹçи.

Ентеш çитĕнĕвĕ пурне те хăпартлантарчĕ. Çавна май çавра сĕтел хушшинчи калаçу та ăшпиллĕ иртрĕ.

Спортсменăн малашлăхĕ пысăк. Тунă çитĕнỹсем ăна тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне илме тивĕçтереççĕ. Шупашкарти кооператив институчĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕренекенскер халĕ тĕнче чемпионатне хатĕрленет. Çавна май умма лартнă тĕллевĕсене чыслăн пурнăçлама ăнăçусем сунчĕç ăна.

Сăмах май çакна та палăртмалла: Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайк енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче Кубокне тивĕçнĕ, икĕ хутчен тĕнче, темиçе хутчен Раççей чемпионки пулнă, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен пăхăр призерĕ Ирина Калентьева та çитĕннĕ. Çак ялтах пауэрлифтингпа тĕнче класлă спорт мастерĕ Иван Калля та çуралса ỹснĕ. Камсенчен тĕслĕх илмелли пурах.

Тĕл пулура Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, чемпионкăн пĕрремĕш тренерĕ, темиçе хутчен республика чемпионĕ пулнă А. Давыдов преподаватель ентеш çитĕнĕвсем пирки ăшă сăмахсем нумай каларĕç.

Виçĕ хĕр çитĕнтернĕ Шаймановсем. Наталия, Алина, Кристина шкул саккинченех килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама явăçса ỹснĕ. Вăталăх хĕрĕ амăшĕпе пĕрле "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлет. Кристина Шупашкарти Н. В. Никольский ячĕллĕ колледжра пĕрремĕш курсра вĕренет. Спорта пурте юратаççĕ. Алинăпа Кристина çăмăл атлетикăна суйланă.

- Ăмăрту хыççăнах атте-анне, тус-юлташ, пĕрле вĕренекенсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Васильевич, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов шăнкăравласа саламларĕç. Тавах пурне те. Эсир хавхалантарни ỹсĕмсем тума пулăшатех. Малашне те сирĕн шанăçăра тỹрре кăларасчĕ,- терĕ Наталия.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1