Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2019, 17:19 Просмотров: 480

Умра – 100 çулхи юбилей

Ҫак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен» указа алă пуснă. Республика кунĕпе пĕр килекенскерпе çыхăннă тĕп мероприятисем çитес çул Шупашкарта тата Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртĕç. Анчах ку ыттисем айккинче юлассине пĕлтермест. Ял кунĕсем, районсенчи праçниксем – Мускав таранах. Республика юбилейне халалланă мероприятисем пуçланнă теме те юрать ĕнтĕ. Творчество ушкăнĕсен пысăк делегацийĕ нумаях пулмасть Крыма, Севастополе çитсе килнĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионта та пулма тĕллев лартнă — уяв кăмăл-туйăмне инçетре пурăнакан йăхташсем те туйччăр. Тепĕр енчен, праçник юрă-ташăпа кăна асра юлмалла мар. Михаил Васильевич экономика пирки манма юраманнине те аса илтернĕ: паллă куна ĕçри çитĕнÿсемпе, экономикăна хывакан инвестицисене пысăклатса кĕтсе илни вырăнлă.

Ҫийĕнчех сирнĕ

Иртн. тунтикун Чăваш Ен территорийĕпе иртнĕ вăйлă çил-тăвăл кăткăс условисем туса хунă, синкерлĕ çанталăк тăнă хушăра çил 23 м/с (ку вăл сехетре 83 км пулать) хăвăртлăхпа вĕрнипе электропередача юписем çинчи пралуксем татăлнă, социаллă объектсемпе пурăнмалли çурт-йĕр çивиттийĕсене илсе кайнă, йывăçсем хуçăлса ӳкнĕ, автомобильсем сиенленнĕ тĕслĕхсем пулнă. Ҫут çанталăк кăларса тăратнă йывăр условисене пула 12 муниципаллă районпа 2 хула округĕ сиен тӳснĕ. Октябрĕн 28-мĕшĕнче, каçхине 18 сехет тĕлне, электротивĕçтерӳ тытăмĕнчи кăлтăксене тӳрлетсе пĕтернĕ. Ку участокри тӳрлетӳ ĕçĕсене аварипе çăлав службин 49 бригади, 1544 специалисчĕ тата 70 единица техника хутшăннă. 23 сехет те 15 минут тĕлне халăх пурăнакан 93 пунктра çутă парассине йĕркене кĕртнĕ.

Пултаруллă ачасен центрĕ

ЧР Правительство çуртĕнче «Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе талантне тупса палăртакан тата аталантаракан «Эткер» попечитель канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. «Чăваш Енре юлашки çулсенче ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма тĕрлĕ площадка йĕркеленĕ. Калăпăр, Канашра цифра пĕлĕвĕ паракан центрта пулса курма тивнĕччĕ. Çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлне аталантарма пысăк нухрат уйăрни хăйĕн «çимĕçне» паратех. Эпир Пĕтĕм Раççейри «Сириус» центрпа та пуринчен маларах çыхăну тытма пуçларăмăр. Çак центрта юлашки тăватă çулта Чăваш Енрен 40 преподавательпе 200 вĕренекен пĕлĕвне ÿстерчĕç», - пĕлтернĕ Михаил Васильевич. Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса палăртас, вĕсен талантне аталантарма пулăшакан центра «Эткер» ят парас тенĕ. Халĕ пулас  центрта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, оборудовани вырнаçтараççĕ. Ăна декабрь вĕçĕнче уçма палăртаççĕ. Унта çамрăксене пултарулăхне аталантарма 30 преподаватель пулăшĕ.

Финансăн çемье фестивалĕ

ЧР Вĕрентÿ институтĕнче Финансăн çемье фестивалĕ иртрĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейĕн перекетлĕх эрнелĕхĕпе /юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче уçнă/, РФ Финанс министерстви пулăшнипе çĕршывра пиллĕкмĕш хут йĕркелекенскерпе, çыхăнтарнё. Перекетлĕх эрнелĕхĕ - социаллă проект, тĕллевĕ - укçа-тенкĕ çаврăнăшне йĕркелессипе Раççей халăхĕн пĕлĕвне ÿстерме тата çынсене финанспа тĕрĕс усă курма пулăшасси.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика