Сумлă мероприятие хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2019 17:25 Просмотров: 155

Етĕрне хулинчи культура çуртĕнче Раççейри пенсионерсен канашне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине паллă тунă. Савăнăçлă уява çавăн пекех Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă.

"Чыс та мухтав аслă ăрурисене!" ятпа йĕркеленĕ мероприятие республикăри хуласемпе районсенчи вырăнти уйрăмĕсенчен 26 делегаци хутшăннă. Çав йышра Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пыракан ушкăн та пулнă. Аслă ăру çыннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Владимир Малов, ытти сумлă хăна саламланă. "Эсир вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче халăх хуçалăхне ура çине çĕкленĕ. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, хальхи вăхăтра влаçра тăракансен, сирĕн пурнăçа лайăхлатассишĕн, хăтлă условисем туса парассишĕн тăрăшмалла",- тенĕ Михаил Игнатьев. 

Республика Пуçлăхĕ общество ĕçĕнче палăрнисене наградăсемпе чысланă. Районти пенсионерсен канашĕн членне, спорт ветеранне, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Николай Григорьева республикăри физкультурăпа спорт министерствин Тав хучĕ тивĕçнĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурăнакан 150 пин çын Раççей пенсионерсен канашĕнче тăрать. Пĕрлĕх уйрăмĕсем кашни районтах йĕркеленнĕ. Чăваш регион уйрăмĕн ертỹçи Валентин Семяхин пĕлтернĕ тăрăх - пĕрлĕх пилĕк направленипе ĕçлет. Пенсионерсем компьютер техникине алла илеççĕ, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ, юрă-ташăпа туслă.

Районти ветерансен халăх хорĕ (ертỹçи - Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин, аккомпаниаторĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никитин) республикăри "Чĕре юрланă чух" фестивальте Гран-прие тивĕçнĕччĕ. Уявра вара халăх юррисене илемлетсе хатĕрленĕ Г. Лебедевăн "Çурхи кĕвĕсем" сюитине, хĕрарăмсен квартечĕ "Кĕрхи вальс" шăрантарнă.

А. ИВАНОВА .

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1