Хĕле хатĕр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2019, 17:34 Просмотров: 509

Садра. Ноябрĕн пуçламăшĕнче сада сивĕрен, кăшлакан чĕр чунсенчен сыхламалли ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ: улма-çырла вуллисене алă айĕнчи материалсемпе çыхса кăшлакан чĕр чунсенчен хỹтĕлеççĕ. Çулçă тăкăннă май сăтăрçăсен йăвисем те çиеле тухаççĕ. Вĕсене, йывăç-тĕм çинчи çĕрĕшнĕ улма-çырлана, юлнă çулçа пуçтарса тĕп тумалла. Ỹсен-тăран тавра чавса кăпкалатмалла. 

Кĕркунне лартнă хунавсем тĕлне торф, çĕрĕк тăпри е ытти ăшăтакан япала хывмалла. Çамрăк йывăçсен вуллине рубероидпа, тольпе çирĕп çыхса шăшипе куянсенчен хỹтĕлемелле. Юр ỹксенех йывăç вулли тавра ăна таптаса хытармалла.

Çырла йăранне хĕл ларас умĕн торф, кивĕ çулçă хывмалла. Хĕлле юрпа хупламалла.

Пахчара. Ноябрь варринче сивве чăтăмлă культурăна пуçтарса кĕртеççĕ. Купăстан хĕллехи сортне касса тăварлаççĕ, управа хываççĕ. Тымар çимĕç, петрушка, сельдерей, пастернак, укроп типĕтеççĕ. Теплицăра, парникра, калча лартма тăпра хатĕрлеççĕ. Ỹкнĕ çулçа пуçтарса компоста хываççĕ. Кĕл чечекĕ. 15-20 см çỹллĕш типĕ тăпрапа е торфпа купаламалла, типĕ туратпа, çулçăпа хупламалла. Клематис айне торф е тăпра сапмалла. Тĕрев çинчен илнĕ турата хупламалла мар - юр айĕнче лайăх хĕл каçать. Хĕле хирĕç чавнă, удобрени хывнă йăран çине (çĕр шăнтас умĕн) астра, çурла курăкĕ (календула), илемлĕ мăкăнь, ырă шăршăллă табак вăррине акмалла. Ăшша юратакан çамрăк йывăç-тĕм туратне шăнасран (вейгула, гортензи, рододендрон тата ытти те) çĕр çумне пусăрăнтарса пленкăпа витмелле, тăкăннă çулçăпа хупламалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика