Татах малти вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 12:29 Просмотров: 396

Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн та ĕçре малалла вăй хуракансем районта чылайăнах пуçтарăнаççĕ. Сывлăхĕ пулсан, вăй-хăвачĕ çитсен мĕншĕн çынна тỹрех коллективран пăрса ямалла? Ĕçлесен тепĕр тăватă-пилĕк çул ĕçлĕ тейĕпĕр, анчах ун пеккисем çитмĕлтен иртнисем хушшинче питĕ сахал.

Сакăр теçеткене ваклакансем вара хăрах алăри пỹрнесене те çитмеççĕ пулĕ. Çак шутлă çынсенчен пĕри - Кĕçĕн Арапуç чăвашĕ Николай Михайлович Селиванов. Шур сухал ĕмĕрĕпе тенĕ пек районти ертỹçĕ вырăнĕсенче тăрăшса пенсие кайнă хыççăн, 67 (!) тултарсан тепĕр ĕç биографине çырма пуçланă тесен те юрать. 2009 çулта вăл Патăрьелĕнчи страхлакан фирмăна килсе агента вырнаçнă. Унтанпа паян-ыран 10 çул çитет. Ĕçри хастарлăхĕпе вăл тепĕр çамрăкран та ирттерет. Çак хушăра Николай Михайлович темиçе хутчен те республикăри ĕçтешĕсем хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, пĕрре мар "Суперагент" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Унăн çурчĕ çине те çакна çирĕплетекен сумлă мрамор хăми вырнаçтарнă.

Н. Селиванов хастар халĕ районти "Ингосстрах" страхлакан компанинче ĕçлет. Унăн тĕп тивĕçĕ - ялта пурăнакансен çурт-йĕрĕпе килти пурлăхне, выльăх-чĕрлĕхне тата пурнăçне тĕрлĕ усал-тĕселтен страхласси. Хальхаççăн вăл татах ытти агентсене ырă тĕслĕх кăна кăтартма пултарнине çирĕплетсе пачĕ - "Ингосстрахăн" Чăваш Енри филиалĕнче 2019 çулхи виççĕмĕш кварталта "Уйрăм çынсен пурлăхне страхласси" номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. (2870).

Н. ЛАРИОНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика