Ăмăртуран - дипломсемпе, медальсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 12:40 Просмотров: 336

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи олимп резервĕсен шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче ăмăртусем иртрĕç. Унта республикăри районсемпе хуласенчи 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Çăмăл атлетсен чупăвне пирĕн район хастарĕсем те явăçрĕç. Ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем ăнăçлă чупрĕç. 1000 метрлă дистанцире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Иванова (тренерĕ В. Платонов) çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Çавăн пекех Виктория 300 метра та иккĕмĕш чупса тухрĕ.

Хăйсен ỹсĕм çулĕсемпе илес пулсан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти П. Хураськинăпа (В. Карягин) Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Н. Соколов (М. Прокопьев) 1000 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика