Туçа чиркĕвĕнче - Феодор епископ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 12:46 Просмотров: 325

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче пирĕн районта Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн Владыки Феодор епископ пулнă. Вăл Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ 20 çул тултарнă май унта кĕлĕ ирттернĕ.

Епископа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Углев, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III-мĕш округĕн благочиннăйĕ, Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей кĕтсе илнĕ.

Литурги вăхăтĕнче Владыка туслăх çинчен кĕлĕ вуланă, пухăннисене чиркỹ юбилейĕ ячĕпе саламланă.

Çавăн пекех кĕлле çỹрекенсене хăйсен тăрăшуллă ĕçĕпе пулăшса пынăшăн Тав хучĕсем панă.

Уяв мероприятийĕ чиркỹ тавра хĕреслĕ çул ирттерсе молебен тунипе вĕçленнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика