Ушкăн ĕçĕ сумлă та, тухăçлă та

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 12:49 Просмотров: 432

Ушкăнпа пурнăçланă ĕç нумайлăха асра юлать. Çав вăхăтрах вăл сумлă та, тухăçлă та. Пĕрле туслăн кар тăни кăмăла та çĕклет, туслăха та çирĕплетет. Алманчăра çулталăкра темиçе хутчен те субботник иртет. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ку тĕлĕшпе кĕркунне-çуркунне пурне те сăваплă ĕçе явăçтарма тăрăшать. Çакă юлашки çулсенче ырă йăлана кĕчĕ. Тĕпрен илсен, масар территорине тирпейлеме, хыт-хурана тасатма, хăрнă йывăçсене касма, вĕсене турттарма аслăрах çулхи çынсем тухаççĕ. Вĕсем нихăçан та çак сăваплă ĕçрен юлмаççĕ. Хальхинче те ял ĕçченĕсем уяр çанталăкпа усă курса тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна тасатса тирпейлеме хаваспах хутшăнчĕç. Кун каçа пĕрисем пуртăпа, теприсем пăчăкăпа, кĕреçепе ĕçлерĕç, çу каçа ашкăрма ĕлкĕрнĕ хунавсене кăкларĕç. Николай Осиповпа Александр Волков хăйсен тракторĕпе çỹп-çапа турттарса тăчĕç. Сăмах май каласан, кăçал эпир масар таврашĕнче халăх пуçарăвĕпе тăвакан меслетпе (инициативное бюджетирование) çуркунне те чылай ĕç пурнăçларăмăр, йывăçсене тасатрăмăр, картисене юсарăмăр, хапхине çĕнетрĕмĕр. Ун чухне те ял халăхĕ тĕп вăй пулчĕ.

Хальхи вăхăтра район администрацийĕ те масарсене тирпейлĕ тытас ыйтупа чылай тимлет. Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе пĕрлехи мероприятисем ирттерни, ытти ялсене, масарсене çитсе курни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни пире те вырăнти влаçпа пĕр сăмах тупса ĕçлеме хавхалантарать. Кỹршĕре пурте кăтартуллă та тирпейлĕ пулсан епле урамри е масарти тирпейсĕрлĕхпе çырлахăн-ха?

Н. ЧИХИН. Алманчă ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика