Красномайскисем пирки начар сăмах калаймăн

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 13:29 Просмотров: 275

Районти 19 ял тăрăхĕнчен Кзыл Чишма поселенийĕ тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнакан хутлăх шутланать. Кунта чăвашсемпе тутарсем тахçантанпах тăванла килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсенчен Красномайск ялĕ (чăвашла ăна Начар Упи тетпĕр) каллех хăйне евĕр интернационалла "çемье". Тутаркассинче тĕпленнĕ бабайсемпе эписем кỹршĕре пурăнакан чăвашсемпе пуррине пĕрле, çуккине çурмалла тума хăнăхнă. Пархатарлă йăла ĕнер-паян çеç çирĕпленмен, ламран-лама куçса пыракан ырă тĕслĕх. Çавăнпа та паян Начар Уписем начар пурăнасшăн мар. Вĕсем ĕлĕкхиллех пĕрлехи вăйпа, пысăк ăнланулăхпа ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне ырă сунса пурăнаççĕ.

Çакна ял тăрăх пуçлăхĕ Раил Камалов та ырă хак пачĕ. "Красномайскисем пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн. Вĕсемпе кирек мĕнле ĕçе пикенме те, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме те çăмăл",-терĕ Раил Харисович кĕскен ял хавалне хак парса. Ял пуçлăхĕн шухăшĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн. Акă, хальхи вăхăтра ялсенче хытă каяша пуçтарас ыйтăва кирлĕ пек йĕркелесе ярас, ку тĕлĕшпе халăх ăнланулăхне ытларах та ытларах ỹстерес ыйту çивĕч тăрать. Паянхи кун çакă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемшĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри тесех йышăнмалла. Красномайсксем ку тĕлĕшпе районта çеç мар, республикăра та ырă тĕслĕхлĕ. Çỹп-çап "реформи" пирки граждансемпе пухура сăмах пуçарсан та халăх çĕнĕлĕхе чĕрре кĕрсе йышăнман. Унăн "çимĕçĕ" куç умĕнче. Паян ялта пурăнакансен 70 проценчĕ коммунналлă çăмăллăхсемшĕн кашни уйăхра укçа-тенкĕпе татăлса пырать. Хальлĕхе ялти урамсенчи 5 площадкăна 10 контейнер вырнаçтарнă. Вĕсене вăхăтра килсе пушатаççĕ, унта та кунта сапаланса выртакан çỹп-çап та куçа тирĕнмерĕ.

Ял тăрăхĕсенче пĕрлехи вăй кирек мĕнле ĕçре те питĕ пысăк пулăшу кỹрет. Кунта та ытти çĕрти пекех старостăпа депутатсем вырăнти администрацин çăлăнăçĕ тесен те йăнăш мар. Сăмах май каласан, ялта пилĕк "халăх тарçинчен" виççĕшĕ ача амăшĕсем. Вĕсем пурте халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн, ял аталанăвĕшĕн ырă ĕç тума хыпăнса ỹкекен хастарсем. Акă, нумай пулмасть çеç Çĕнĕ урама кĕнĕ çĕрти пысăк лаптăка Николай Мышов старостăпа Светлана Мышова депутат тăрăшнипе йĕркене кĕртнĕ. Нумай пулмасть хăрах касра пурăнакан 12 çемье кар тăрса çула вак чул сарса тирпейленĕ. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Герман Петров та вĕсен ыйтăвне хирĕçлемен, урама тирпейлеме, кĕрсе тухмалли çула йĕркене кĕртме щебеньпе тивĕçтернĕ.

- Пирĕн ялта çак урам йĕркеленсе кайни тахçанах ĕнтĕ. Аслă çултан кĕрекен пĕр лаптăк пурне те тарăхтаратчĕ. Кĕрлĕ-çурлă кунта тăтăшах пылчăк çăрăлнă, автомашинăсем пута-пута ларнă. Халĕ ĕнтĕ çур çухрăма яхăн çула хамăр вăйпа, ырă çынсем пулăшнипе тирпейлерĕмĕр. Çитес çул урамри тепĕр путăк вырăна çак меслетпех йĕркене кĕртесшĕн. Ырă çынсем ун чухне те тупăнаççĕ пуль-ха. Тавах Герман Аркадьевича пирĕн ыйтăва тивĕçтерме пулăшнăшăн,-хăйсен савăнăçне пĕрле пайларĕ çак урамра пурăнакан В. Гаврилов.

Ял тăрăхĕнче вырăнти урамсене çулсеренех бюджет укçи-тенкипе те тирпейлесе пыраççĕ. Кăçал çак ялти Çамрăксен кассине район пулăшăвĕпе йĕркене кĕртнĕ. Паян кунтан иртсе çỹреме те кăмăллă. Çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьел районĕ çулсем тăвас тата вĕсене юсас тĕллевпе тĕрлĕ шайри программăсене явăçса çулсеренех ялсене хăтлăх кỹме тăрăшать. Çавăн пекех халăх пуçарулăхĕпе, уйрăм хастарсен пулăшăвĕпе тунă ĕçсем йышланса пыни те кăмăллă.

Пысăках мар ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне пилĕк пỹрне пекех çывăх пĕлеççĕ. Кирлĕ пулсан выльăх-чĕрлĕхĕ, йытти-кушакки таранах хаклама пултараççĕ. Красномайскисем граждансен пухăвĕнче ял çыннин ыйтăвне татса пама пулăшакан, вырăнти влаç патне çул тупакан старостăна суйланă чухне тỹрех Николай Мышов ятне асăннă. Ял-йышра хисеплĕ, халăхпа, вырăнти влаçпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарать, сăпайлă, ыттисемшĕн кăтартуллă... Хавхаланса тăрăшма вăй-хăват та çителĕкĕ темелле. Ял çыннисем хăйсен кандидатурипе йăнăшманнине вара паян кашниех туйса илнĕ-тĕр. Çак ялти хуçалăхра 12 çул ертỹçĕре тăрăшнă вăл. Çавăнпа та кỹршĕ-аршăпа çеç мар, ял-йышпа та пĕр чĕлхе тупма йывăр мар ăна. Чылай чухне хăй ыттисемшĕн ырă тĕслĕх кăтартать. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса вăл тăтăшах хăйĕн кил-çурчĕ умĕнче виçĕ тонна кĕрекен цистернăпа шыв хатĕр тытать. "Инкек-синкекрен Турă çеç сыхлатăр, паллах. Çапах та вут-кăвар алхасмах пуçличчен çынсене пĕрремĕш пулăшу памалли кирлех тесе шутлатăп. Ăна яланах шыв тултарса тăратăп. Инкекре пулăшма трактор яланах хатĕр",-тет вăл.

Сăмах май каласан, Красномайскисем ку тĕлĕшпе питĕ тимлĕ те асăрхануллă темелле. Куçăхтарас марччĕ, 2017 çултанпа çак ялта пĕр пушар та пулман. Çакă та пĕрлехи вăйранах, асăрханулăхранах килет темелле.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика