Çĕр ĕçченĕсене чысланă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 13:41 Просмотров: 439

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинчи "Шупашкар - Арена" Пăр керменĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне савăнăçлă лару-тăрура палăртнă. Сумлă мероприятие кашни районтанах хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен кайнă делегацие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынă.

Чăваш Ен аграрникĕсене професси уявĕпе республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев саламланă. Михаил Васильевич регионти агропромышленность комплексĕнчи предпринимательлĕхе аталантармалли майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене çĕре юратса вăй хунăшăн, чăтăмлăхшăн, çавăн пекех АПК ветеранĕсене хăйсен опытне çамрăксене, специалистсене вĕрентнĕшĕн ăшшăн тав тунă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Сăмах май, кăçал тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç тухăçĕ Раççейри вăтам кăтартуринчен пысăкрах. Çут çанталăк та çитĕнỹсем тума май пачĕ, çавăн пекех ял çыннисем те акнă-лартнă культурăсем лайăх çитĕнччĕр, ăнса пулнă тухăçа тăкаксăр пухса кĕртес тесе тăрăшса вăй хучĕç.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ А. Егорова, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Н. Маловпа Н. Черкесов саламланă.

Ĕçри çитĕнỹсемшĕн тата производствăри пысăк кăтартусем тунисене ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ С. Артамонов патшалăх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнă. Пăр керменĕн тĕп сценинче республикăн чи лайăх ĕçченĕсен парадне те ирттернĕ. Унта хутшăнма "Корма" çĕр ĕç фирмин комбайнерĕ В. Овечкин, "Исток" çĕр ĕç фирмин тракторисчĕ Н. Тихонов тата "Красное Знамя" хуçалăхăн доярки И. Кузнецова тивĕçнĕ.

Уява хутшăнакансем юрă-ташă ăстисен концертне курса савăннă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика