Юрăпа шỹт пурне те савăнтарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 14:23 Просмотров: 376

ХАЛĂХ пĕрлĕхĕпе çыхăннă уяв кунĕсем Первомайскисемшĕн кичем иртмен. Ял ĕçченĕсене саламлама, хăйсен юрри-куллипе савăнтарма тĕп хуламăртан артистсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Андрей Смирнов, Полина Борисовапа пĕрлех ентешсене Тăрăн чăвашĕ Андрей Думилин та хăйĕн репертуарĕнчи илемлĕ юррисемпе савăнтарнă. Артистсен ушкăнĕ кĕске вăхăт хушшинчех куракана тыткăнлама ĕлкĕрнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни юрă хыççăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупса çеç мар, ура çине тăрсах сцена ăстисене тав тунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика