Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019 13:24 Просмотров: 198

Ялти ипотека

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ялти ипотека ĕçлеме пуçлать. Ку ипотека ялта çурт-йĕр çавăрас кăмăллă çынсемшĕн питĕ курăмлă пулăшу пулĕ. Условисем уçăмлă ĕнтĕ. 3 миллион тенкĕ таран илме май пулĕ – 25 çуллăхах. Чи пĕлтерĕшли — кредита тавăрса памалли процент виçи пĕчĕкки, 3% шайĕнче кăна. Кивçене 21-65 çулсенчи çынсем, ялта ĕçлекенскерсем, илме пултарĕç. Прогноз çапларах: ялти ипотека республикăри ялсенче вăтамран 20 пин çурт тăвассине никĕслемелле. Шел те, ялсенче уйрăм çынсем çурт тăвасси чакса пырать. Калăпăр, 2015 çулта 250 пине яхăн тăваткал метр çурт тунă, юлашки çул кăтартăвĕ вара икĕ хут пĕчĕкрех — 117 пине яхăн кăна.

15 автомобильпе пуянланнă

Полици кунĕ тĕлне йĕркелĕх хуралçисемшĕн чăннипех пысăк парне пулнă: Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министерствин автопаркĕ çĕнĕ 15 автомобильпе пуянланнă. Пĕри, «Газон Next» автофургон, конвой служби валли, тепринпе, УАЗ микроавтобуспа, Çĕмĕрле полицийĕ усă курĕ. Ыттисем — çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн подразделенийĕсем валли: 10 «Шкода-Октавия» тата такăр мар çулсене те тиркемен 3 «УАЗ-Патриот». «Шкодăсемпе» тĕп хулари тата ятарлă батальонсем, федераци автоçулĕсем çинчи йĕркелĕхшĕн те яваплăскерсем, усă курĕç, УАЗсемпе – автоинспекцин Шупашкарти тата Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенчи уйрăмĕсем. ПАИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх, çак транспорт хатĕрĕсем республикăна федерацин çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетмелли программипе, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» нацпроектпа килĕшÿллĕн килнĕ. Автоинспекци автопаркне çĕнетсех пырать, ку ĕç нацпроектпа килĕшÿллĕн 2024 çулчченех тăсăлĕ. Çитес çул тата 37 автомобиль килмелле.

Пултаруллă ачасем -"ЧувГУгол" сменăра

Муркаш районĕнчи "Солнышко" ача-пăча лагерĕнче "ЧувГУгол" профильлĕ смена хăйĕн ĕçне вĕçленĕ. Ăна И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йĕркеленĕ. Асăннă аслă шкул çĕршыври "Çамрăксен пуçарулăхĕн кампусĕн" йышне кĕме май паракан Раççeйри пĕрремĕш грант конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ку "Вĕрентÿ" тата "Цифрăллă экономика" наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Малтанах суйлав тапхăрĕ иртнĕ. Олимпиадăна Чăваш Енри, Мари, Мордва, Тутар республикисенчи, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчи, Беларуçри 2400 шкул ачи хутшăннă. Сменăна 300 ача лекнĕ. Финалта вĕсем 10 команда йĕркеленĕ, 2 эрне хушшинче хатĕрленĕ проекчĕсене хÿтĕленĕ. Ачасем электроэнергипе сахалрах усă курмалли, хытă каяшсене уйăрмалли меслетсем, экологи ыйтăвĕсене тимлемелли çинчен тухса калаçнă. Космос аппарачĕсем тумалли нанотехнологисемпе мĕнле усă курмалли пирки доклад хатĕрлекенсем те пулнă.

Кондитерсен ăмăртăвĕ

Раççейри «Ворлдскилсс» юхăм хастарĕсем «Кондитер ĕçĕ» компетенципе çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕмешкĕн суйлав тапхăрĕ пуçланнине пĕлтереççĕ. Кандидатсен 2021 çулта Китайри Шанхай хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери чемпионата хутшăнма май пур. Ăмăрту ноябрĕн 28-30-мĕшĕсенче Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче иртĕ.

Мăкăнь ÿстернĕшĕн явап тытнă

Етĕрне районĕнчи Анат Ачак ялĕнче пурăнакан тивĕçлĕ канури хĕрарăма суд тĕрмене хупмасăр икĕ çуллăха айăплама йышăннă. Ватăскер пахчара макăнь ÿстернĕшĕн явап тытнă. Мăкăнĕ хăйех шăтса тухнă-ха, анчах хĕрарăм вĕсене тăпăлтарман. Йăран çинче ÿсекенскерсене пахча çимĕçпе пĕрле шăварнă. Пĕтĕмпе 400-е яхăн тĕм пулнă. Унта вара наркотик хутăшĕ – пия-морфин – пур.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5