Сезонта футболист 31 хутчен мечĕк тапса кĕртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019 13:28 Просмотров: 297

ÇАК кунсенче Чăваш Республикинчи ветерансем футболла выляса мала тухассишĕн ирттерекен кăçалхи сезона хупнă. Юлашки 30-мĕш тур хыççăн чăн-чăн çĕнтерỹçĕсен, тĕрлĕрен номинаципе палăрнă спортсменсен ячĕсене асăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ветерансен "Темп" команди (ертỹçи Н. Нурсов) призерсем шутне кĕреймен. Апла пулин те уйрăм футболистсене палăртмасăр иртме çук. Республикăри 15 командăран "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята пирĕн районти Андрей Моисеев çĕнсе илнĕ. Вăл 2019 çулхи футбол сезонĕнче 31 хутчен мечĕк тапса кĕртнĕ. Футбол командине тытса тăракансен ятне те асăнмасăр иртесшĕн мар. А. Филипповпа С. Алексеев район чысне хỹтĕлекенсене пур енлĕн пулăшса та, хавхалантарса та тăраççĕ. Çакă та спортсменсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2