Ỹркенмесен ăстана та тухан, укçаллă та пулан

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019 13:30 Просмотров: 191

РАЙОН ĕçченĕсем валли вырăнсенче çулсеренех тĕрлĕрен ĕç вырăнĕ уçăлса пырать. Çĕнĕ фермăсем, продукцие тирпейлекен цехсем хута каяççĕ тата ытти те. Çав вăхăтрах маттур та пултаруллă çынсем хăйсем те килте çеç кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Çулла уйрăм хуçасем патĕнче вăхăтлăх килĕшỹпе уй-хирте пахча çимĕç çумлаççĕ, кĕркунне ăна кăлараççĕ. Фермерсем патĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те пур. Ан ỹркен çеç. Нимĕнле ĕç те алă çумне çыпçăнмасть, укçи-тенки вара çемье бюджетне кĕрет.

Тутар Сăкăтпа Кзыл Чишма ялĕсенче вара чи-чи вăр-вар та çаврăнăçуллă хĕрарăмсем кĕркуннепе хĕлле хур-кăвакал тĕкне татма килĕшỹ тăваççĕ. Икĕ ялта та ултшар бригада ĕçлет-мĕн. Çак ушкăн хальхи вăхăтра пĕрре те пушă лармасть. Вĕсене паян шăнкăравланипе ыранах ĕçлеме чĕнсе те илеймĕн, парикмахерскине кайнă чухнехи пекех унта маларах çырăнмалла. Чăн-чăн ăстасем 3 сехетре 20 хур ытла конвейертан кăларса хатĕр аш-какай туса хураççĕ. Куллен сахалтан та кашни çын икĕ пин тенкĕ ытла ĕçлесе илме пултарать-мĕн. Мĕнрен япăх ĕç?

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5