Наци телекуравне ОТР кăтартĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019, 13:37 Просмотров: 344

Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Ен аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçрĕ. Çавна май республикăра пурăнакансем, вăл шутра пирĕн район та, тỹлевсĕр 20 канал пăхма пикенчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ çак çĕнĕлĕхе хавхаланса йышăнчĕ.

Çывăх вăхăтра, тĕрĕсрех каласан ноябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа Раççейĕн общество телевиденийĕпе (ОТР) Чăваш наци телекуравĕн передачисене кăтартма тытăнĕç.

Регионти телеканалсене 21-мĕш кнопка парасси пирки унчченех калаçатчĕç. Чăваш Енре çак кнопкăна Наци телекуравĕ тивĕçнĕ. Ăна цифра эфирĕнче уйрăммăн кăтартмĕç, ОТР кăларăмсене кунне икĕ хутчен - 6 сехетрен пуçласа 7 сехетчен, тата 18 сехетрен пуçласа 19 сехетчен - трансляцилĕç.

ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Раççейĕн общество телекуравĕ регионсенчи телеканалсене кунсерен 5 сехет таран уйăрĕ. Пирĕн республикăра -2 сехет.  Наци телекуравĕ ОТР эфирĕнче çĕнĕ хыпарсене, информаципе тишкерỹ программисене кăтартма палăртать. Çавăнпа та цифра эфирне улшăну кĕртнĕ май ноябрĕн 21-22-мĕшĕсенче "Раççей телевиденийĕпе радио хыпарлав сечĕ" предприятин Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем техника ĕçĕсем ирттерĕç. Çак тапхăрта цифра приставкисен настройкисем улшăнма пултараççĕ, кăлтăксем сиксе тухсан вĕсене çĕнĕрен йĕркелеме тивĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ 8-800-220-20-02.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика