Вĕрентĕве тĕрлĕ служба хутшăнчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019 13:37 Просмотров: 235

Ноябрĕн 6-8-мĕшĕсенче Патăрьелĕнче сирена кăшкăртса васкакан пулăшу машинисене çине-çинех курма пулчĕ. Кашни çыннăн чĕрине çỹçентеркен сас чăнлăхпа килĕшменнине пĕрисем ăнланчĕç, теприсем пăшăрханса ỹкрĕç-тĕр. Çак виçĕ кунта районта чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче тумалли ĕçсене пурнăçлас тата гражданла хỹтĕлеве вăрçă вăхăтĕнчи условие куçарас енĕпе командăпа штаб вĕрентĕвĕ иртрĕ. Пурнăç лайăх та тăнăç чухне синкерлĕхпе хăрушлăх пирки аса та илместпĕр темелле. Анчах та кирек хăш вăхăтра та сиксе тухма пултаракан тĕрлĕрен инкекрен чăн малтанах ятарлă службăсен яланах сыхă пулмалла, ăна кĕске вăхăтра тата çухатусăр сирсе яма пĕлмелле.

Командăпа штаб вĕрентĕвĕн пĕрремĕш кунĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ Анрей Саенко полковник ертсе пыракан ушкăн, иккĕмĕш кунĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов хутшăнчĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа пĕрле ача сачĕсенче, районти пушар чаçĕнче, диспетчер службинче чрезвычайлă лару-тăрăва сирме мĕнле хатĕр пулнипе паллашрĕç, вĕсен ĕçне хак пачĕç.

Вĕрентỹ пуçламăшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе районти организаци, предприяти, учреждени ертỹçисем, инкеке сирме пулăшакан ятарлă служба сотрудникĕсем тĕп положенипе, йĕркипе, нормативлă право акчĕсемпе, эвакуаципе, аварипе пулăшу службипе çыхăннă ĕçсемпе паллашрĕç. Чрезвычайлă лару-тăрăва тата пушар хăрушлăхне сирсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен район комиссийĕн председателĕ Рудольф Селиванов вĕрентỹ вăхăтĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерес, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене татса панă чухне гражданла хỹтĕлев управленийĕн органĕсем, руководительсем, структура звенисем мĕнлерех ĕçленинчен тата тĕрĕс йышăну тунинчен килнине çивĕчлетрĕ.

Командăпа штаб вĕрентĕвĕнче гражданла хỹтĕлев элеменчĕсене тĕрĕслерĕç, çав вăхăтра сиксе тухнă тĕрлĕрен инкеке ятарлă службăсем хутшăннипе вăхăтра "пĕтерчĕç". Çакна та палăртса хăвармалла. Чрезвычайлă лару-тăрăва лăплантарма, инкеке сирме районти мĕн пур яваплă подразделенисем хастар хутшăнчĕç: медиксем, ветеринарсем, энергетиксем, йĕрке хуралĕн, пушар, санэпиднадзор, çул-йĕр службисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ. Тренировкăсем вăхăтĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилемелли мĕн пур документа тĕрĕслерĕç, участниксем ку тĕлĕшпе хăйсен пĕлĕвне ĕçре кăтартрĕç, çав вăхăтрах Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн представителĕсем вĕрентỹ вăхăтĕнче кирлĕ методика пулăшăвĕсем те пачĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра терроризм халăхшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Командăпа штаб вĕрентĕвĕн пĕтĕмлетỹ кунĕнче гражданла хỹтĕлев мероприятийĕсенчен пĕри шăпах çак ыйтупа çыхăнчĕ. Район администрацийĕн çуртĕнче çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан "сирпĕтекен", "наркăмăшлантаракан" хатĕрсене тупса "инкекрен" сирчĕç.

Çакăн пек тренировкăсем ирттерни пулма пултаракан хăрушлăхсене вăхăтра курма, асăрхаттару тата эвакуаци мероприятийĕсене çийĕнчех йĕркелеме май параççĕ. Чăн-чăн пурнăçра вара çак хăнăхусемпе усă курмалла ан пултăрччĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5