Пирĕн ентеш - Раççейри чи пуян хĕрарăмсен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019 13:39 Просмотров: 223

 Кзыл Чишма ялĕнче 1955 çулта çуралнă Гузелия Сафина Forbes хатĕрленĕ «Раççейри чи пуян 25 хĕрарӑм – 2019» танлаштарăма лекнĕ. Раççей Федерацийĕн тата Тутарстанăн тава тивĕçлĕ экономисчĕ унта  16-мĕш йĕркере тăрать.

Гузелия Мухарямовна – Тутарстанри «ТАИФ» компанин тĕп директорĕн çумӗ. Журнал унăн пурлăхне палăртнă: 270 миллион доллар.

Гузелия Сафина малтан Тутарстанри тĕрлĕ предприятире бухгалтерта ĕçленĕ. 1991 çулта «Хусан» пĕрлешĕвĕн тĕп бухгалтерĕн пуканне йышăннă. Ун никĕсĕ çинче «ТАИФ» ушкăн йĕркеленнĕ. Хальхи должноçра Гузелия Сафина 1995 çултанпа ĕçлет.

Аса илтеретпĕр, ентешĕмĕр пĕлтĕр «Патăрьел районĕн çулталăк меценачĕ»  конкурсра  çĕнтернĕччĕ.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5