"Эпир - пĕр йывăç турачĕсем"

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019 13:48 Просмотров: 186

Пикшик ял тăрăхĕ Раççей Федерацийĕнчи тĕрлĕ халăх культурипе чĕлхине тытса пырас тата аталантарас, нацисем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетес енĕпе палăрса тăрать. Раççей шайĕнчи "Чи лайăх муниципалитет ĕçĕ-хĕлĕ" конкурсăн республика тапхăрĕнче "Эпир- пĕр йывăç турачĕсем" проект тăратса ял тăрăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Наци культурисен пĕрремĕш фестивальне Хирти Пикшикри культура çуртĕнче ирттерчĕç. Унта çамрăк талантсене тупса палăртассине, хавхалантарассине те мала хучĕç. Мероприяти Хирти Пикшикри вăтам шкулта наци апат-çимĕçĕн "Эпир- кăштах бизнесменсем" выставкинчен пуçланчĕ. Унта хутшăннă çамрăксем чăваш-тутар наци культурин апат-çимĕçĕпе, вĕсене мĕнле хатĕрленипе паллаштарчĕç, суту-илỹ йĕркелерĕç. Ачасене кĕркуннехи каникулта уяв туса пама ашшĕ-амăшĕ те пулăшрĕ.

Культура çурчĕн фойинче наци кил-картийĕ, халăх ăстисен выставки ĕçлерĕ.

Фестивале ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эмир Алимов уçрĕ. Сцена çинче халăх юрри шăранчĕ, ташшисене ташларĕç. Уйрăмах Тикешри культура çуртĕнчи "Хĕлхем" ансамбль (ертỹçи О. Алексеева), Именкассинчи "Мерчен" (Е. Корнилова), "Пикшикĕм" (Н. Вахитов), "Веселинка" ташă ушкăнĕ (С. Гинатуллина), "Ассорти" (Д. Салахова) палăрчĕç. "

Чи лайăх вокал" номинацинче З. Шагаева пĕрремĕш степеньлĕ лауреат пулчĕ. "Чи лайăх инструментпа вылякан" - А. Камалетдинова. Фестивалĕн чи çамрăк участникĕсем - Ю. Корниловпа Р. Шарафетдинова (ертỹçи Л. Данилова) "Дуэт" номинацие тивĕçрĕç.

Кĕçĕн Арапуçĕнчи культура çуртĕнчи пултарулăх коллективĕн членĕсем "Улах" кăтартрĕç. Фестивальте халăх ăсталăхĕн мĕн пур жанрĕ пулчĕ.

Çĕнтерỹçĕсем дипломсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех "Чи лайăх наци çăкăрĕ", "Халăх ăстисен ярмăркки", "Наци кухни" конкурс пĕтĕмлетĕвне те турĕç.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5