Çирĕпрех тыт руле, шофер

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019, 13:50 Просмотров: 237

Районти çул-йĕр çинче пулакан аварисен сăлтавĕ тĕрлĕрен. Анчах чылай чухне хамăртан та килет. Вăл шутра çул çитмен ачасемпе пулакан инкек те. Кăçал çуркунне Аслă Чемен çулĕ çинче каçхине пулнă аварин сăлтавĕ те çаплах. Улатăр районĕнчи арçын водитель удостоверенийĕсĕр, çитменнине тата ỹсĕр пуçпа руль умне ларнă. Çакскер çĕрле тимлĕхе çухатса çула май утса пыракан çине кĕрсе кайнă. Арçын ачан та тумтирĕ çинче çутă паракан нимĕнле паллă та пулман. Аваринче çамрăк вилмеллех аманнă.

Районти çул-йĕр инспекторĕсем шута илнĕ тепĕр авари те водительтенех килнĕ. "Калинино-Патăрьел-Елчĕк-Аслă Чемен-Суйкăн" республика çулĕпе пыраканскер рульне итлеттерейменрен çул айккине çаврăнса ỹкнĕ. Телее, ВАЗ-21130 автомашинăри çынсем пурте сывă-чĕрĕ, çул çитмен ачапа тепĕр пассажира Патăрьелĕнчи тĕп больницăна леçнĕ.

Кĕркунне пулнă тепĕр тĕслĕх пирки те асăнса хăварасшăн. Авари "Çĕрпỹ-Чĕмпĕр" çул çинче пулса иртнĕ. "Лада Приора" хуçи хĕреслĕ çулта тепĕр çăмăл автомашинăна ирттерсе ямасăр ун çине пырса çапăннă. Пассажирсене больницăна илсе кайнă. Аманнисем хушшинче каллех çул çитмен ача та пулнă.

Хисеплĕ водительсем, çуран çỹрекенсем! Хальхи вăхăтра районти çулсем çинче куçăм пысăк. Çавăнпа та пурин те çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнмалла. Руль умне ỹсĕр лармалла мар.

Д. КУДРЯШОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан, полицин аслă лейтенанчĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика