Кăвар чĕреллĕ поэт кун-çулĕнчи паллă самантсем, ун ячĕпе çыхăннă ĕçсем, вырăнсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019, 13:58 Просмотров: 275

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 çулта ноябрĕн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпỹ уесне кĕрекен Касаккасси Шĕкĕр ялĕнче (хальхи Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ) çуралнă. Кăçал вилĕмсĕр поэт çуралнăранпа 120 çул çитет. Çеçпĕл - псевдоним, литературăри хушма ят. Унсăр пуçне поэт сăввисем айне "Манăçнă Мишша" (М. Забытый), "Овод", "Упик", "Упик таврашĕсем" тесе те алă пуснă.

1916-1917 çулсенче Çеçпĕл Мишши Шăхасанти икĕ класлă шкулта вĕренет. Унта алăпа çырса "Çăлтăр" ("Звездочка") журнал кăларма тытăнаççĕ. Редакторĕ - Çеçпĕл. Литература ĕçĕн пуçламăшĕ "Çăлтăр" журналта вырăсла çырнă "Скоро" ятлă пĕрремĕш сăвви тухнă. 1919 çулта "Канаш" хаçатра "Иртнĕ самана" тата "Вăхăт çитĕ, вăхăт пулĕ..." сăвăсем пичетленсе тухаççĕ. Çав çулхинех поэтăн сăввисем "Революци ялавĕ", "Теччĕ хыпарĕсем" хаçатсенче чăвашла та, вырăсла та кун çути кураççĕ.

1921 çулхи март-апрель уйăхĕсенче Шупашкарта типографи йĕркеленĕ. Çеçпĕл Мишши кĕнеке куçаракансен комиссинче ĕçлеме тытăнать "Эп вилсен", "Или! Или! Лима самахвани!" сăвăсем çырать. Поэт хăйĕн пултарулăхне прозăпа драматургире те кăтартнă. "Юншăх" калава вăл 1919 çулта çырма пуçланă, 1921 çулхи март уйăхĕнче вĕçленĕ. "Вăрман ачисем" хайлава Çеçпĕл çичĕ cыпăка пайланă. Жанр тĕлĕшĕнчен ăна эпопея сĕмне илнĕ калав йышне кĕртме май пур.

Çак тапхăртах поэт "Упик" драма çырать. Çеçпĕл вилсен унăн хăш-пĕр хучĕсене Украинăри тусĕ Ф. Пакрышень сăвăç амăшне ярса парать, вĕсен хушшинче "Упик" пьеса ал çырăвĕ те пулнă.

Крым тапхăрĕ. 1921 çулхи май-июль уйăхĕсенче Çеçпĕл сывлăхĕ начарланнипе Евпаторире курортра пулать. Çак тапхăрта поэт литература классикине кĕрсе юлмалли ултă сăвă çырать. Çеçпĕл Мишшин савнă тусĕ вырăс хĕрарăмĕ Анастасия Червякова пулнă. Поэт ун патне çырусем шăрçаланă.

Çеçпĕл Мишшин 98 çырăвне Анастасия Червякова упраса хăварнă. Вĕсене вырăсларан чăвашла Юрий Сементер поэт куçарнă. Çав çырусем 1989 çулта "Капкăн библиотекинче" пĕрремĕш хут пичетленнĕ.

Литературăпа ỹнерти чаплă çитĕнỹсемшĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие 1967 çулта чи малтан Леонид Агаков, Григорий Збаницкий, Нина Григорьева, Григорий Хирбю илме тивĕçлĕ пулнă. Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен вырăнсем:

_ Шупашкарти Çеçпĕл Мишшин палăкĕ, "Сеспель" кинотеатр, паянхи творчествăн "Çеçпĕл" академийĕ;

_ Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер хулинчи краеведени музейĕнчи Çеçпĕле халалланă кĕтес;

_ Тутарстан, Теччĕри педтехникумри краеведени музейĕнче Çеçпĕле халалланă кĕтес;

_ Остер хулинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ 1-мĕш гимназири поэта халалланă музей;

_ Шупашкарта тата Остерта Çеçпĕл ячĕллĕ урамсем;

_ "Михаил Сеспель" теплоход.

Поэт 1922 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остер хулинчи паркра пытарнă.

Людмила Сорокина, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика