Ырă çыннăн ырă ĕçĕсем манăçмаççĕ нихăçан

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019 14:01 Просмотров: 228

Туçа ял тăрăхĕнчи 8 яла пĕрлештерсе тăнă "Гвардеец" колхоза районта кăна мар, республикăра та, Раççейре те лайăх пĕлнĕ. Хуçалăха ура çине тăратассишĕн М. Долгов председатель нумай тăрăшнă. Михаил Герасимович ертỹçĕре 21 çул - 1947-1968 çулсенче - вăй хунă. Çак тапхăрта хуçалăх тыр-пул тухăçне кĕлет виçипе кашни гектартан 25 центнертан кая нихăçан та илмен. Çĕр улмипе пахча çимĕç те гектаран 200 тата 155 центнершер пухса кĕртнĕ. Аш-какай тата сĕт сутмалли районăн мĕн пур планĕн 18-20 проценчĕ таран пурнăçланă. Хуçалăха тĕллевлĕ ертсе пыни, ĕçе наука ыйтнă пек йĕркелени, хуçалăх расчетне тата кирлĕ технологие ĕçе кĕртни пысăк рентабельлĕ пулма май панă. Ахальтен мар ĕнтĕ М. Долгов вăй хунă тапхăрта "Гвардеец" колхоз Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, Ленин орденне, ВДНХан тăватă ылтăн, пĕр кĕмĕл тата пĕр пăхăр медальне илме тивĕçнĕ.

М. Долгова пĕлнĕ, палланă, пĕрле ĕçлеме тỹр тивнĕ çынсем паян та ун пирки ырăпа çеç аса илеççĕ. Вăл аслă çултисемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрса тăнă. Пуçламăш пĕлỹ çеç илнĕ чăваш ывăлĕ республикăри, çĕршыври паллă ученăйсемпе, академиксемпе пĕр тан калаçнă.

М. Долгов 1904 çулта Анат Туçа ялĕнче кун çути курнă. 1932 çулта районти профсовет председателĕнче, тепĕр çулах Шăхачри промкомбинатра парторганизаци секретарĕнче ĕçленĕ. 1934 çулта вара ăна тăван колхоз ĕçченĕсем хăйсем патне каялла чĕнсе илеççĕ, председателе суйлаççĕ. Земство шкулĕпе чиркỹ прихут шкулĕнчен вĕренсе тухнă председатель тăрăшнипе тыр-пул тухăçĕ 6 центнертан 22 центнера çитнĕ.

1938-1941 çулсенче (фронта тухса кайиччен) Патăрьел райĕçтăвкомĕн суту-илỹ пай пуçлăхĕ, Роспотребсоюз председателĕ, Комсомольски райпромкомбинат управляющийĕ пулса ĕçленĕ.

1947 çулхи январь уйăхĕнче Михаил Герасимович тăван ялне таврăнать. Тепĕр темиçе кунтанах ăна колхоз пичетне, штампне тыттараççĕ. Çав кунтан пуçласа вăл 21 çул пĕр улшăнмасăр хуçалăха ертсе пынă. 1959 çулта "Звезда" çумне кỹршĕри тепĕр тăватă колхоз (7 ял) хушăннă. Колхоз темиçе çултанах республикăра малта пыракан опыта вĕренмелли хуçалăх пулса тăнă.

Чăн-чăн çĕр ĕç çынни пулнă М. Долгов. Вăл тăрăшнипе 1947 çулта колхозниксем уй хĕррисене хỹтĕлекен йывăçсем лартма пикеннĕ. Çав вăхăталлах Пăла юхан шывăн хĕррине пан улми йывăççин сачĕн никĕсне хунă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче хуçалăха ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман, апла пулин те Михаил Герасимович йывăрлăхсене çĕнтерме, уй-хиртен пысăк тухăç илме май тупнă. 1947 çулта тыр-пул тухăçĕ лайăх, ыттисене ăмсанмалла пулнипе И. Перепелкин бригадира Социализм Ĕç Геройĕ ят панă. Тăватă çынна Ленин орденĕпе, 9не (çав шутра М. Долгова та) Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

Уй-хиртен кĕрекен, выльăх- чĕрлĕх илекен продукцин калăпăшне ỹстернĕрен хуçалăх 1953 çулта миллионерсен шутне кĕнĕ.

"Гвардеец" республикăра чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри пулнă. 7227 гектара пĕрлештерсе тăнă вăл. Ахальтен мар Михаил Герасимович час-часах Сан-Марино çĕршывĕнчен те (6000 гектар) пысăкрах эпир тесе шỹтленĕ.

Хуçалăхра республикăра пуçласа (1960 çулта) сухан, сухан вăрлăхĕ, выльăх кăшманĕпе кишĕр пысăк лаптăкра çитĕнтерме тытăннă. Çакă колхозниксен шалăвне ỹстерме те май панă. 1953 çулта колхоз алăпа виçĕ гектар кукуруз акнă. Тепĕр çул унăн лаптăкне 27 гектара çитернĕ.

Республикăри Министрсен Совечĕ "Гвардеец" колхоза кăтартуллă сăнав хуçалăхĕ туса хунă. Çавна май 1960-1970 çулсенче хуçалăх председателĕсене, специалисчĕсене çакăнта çĕр ĕç культурине аталантарассине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăнăхтарнă.

1966 çулта М. Долгов Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята, Ленин орденĕпе (иккĕмĕш хут), "Ылтăн Çăлтăр" медале тивĕçнĕ.

- Çак ылтăн медаль пилĕк кĕтесрен тăрать. Виççĕшĕ манăн пулсан та икĕ кĕтесĕ санăн, санăн тивлетỹ, - тенĕ вăл юратнă мăшăрне хисеплесе. Михаил Герасимовичпа мăшăрĕ - Анна Михайловна - виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Нинелла Михайловна Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен агронома вĕренсе тухнă. Маргарита Михайловна çак аслă шкултах зоотехник пĕлĕвне илнĕ. Мариэтта Михайловна Хусанти патшалăх медицина институтĕнче ăс пухнă.

1957 çулта М. Долгова "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. 1964 çулта унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 1968 çулта Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхозăн хисеплĕ председателĕ ята тивĕçнĕ. Ентеше СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн депутачĕ пулма та суйланă.

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче М. Долгов 115 çул тултармаллаччĕ. Вăл 81 çула кайса 1985 çулхи декабрьте куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5