Ял хуçалăхĕпе тăван тăрăхĕн аталанăвĕшĕн тăрăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2019 17:26 Просмотров: 173

Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер çулленех Мускавра йĕркелекен "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнать. Вăл çеç мар, вырăнти цехра аш-какайран, сĕт-çуран хатĕрленĕ продукцисене те илсе каять. Сумлă мероприятие пуçтарăнакансем вара вĕсене яланах пысăк хак параççĕ.

2016 çулта фермер "Çемьепе ĕçлекен чи лайăх выльăх-чĕрлĕх ферми" номинацинче палăрнăччĕ, 2017-ре "Пысăк пахалăхлă продукци хатĕрлекен" конкурсра икĕ ылтăнпа икĕ кĕмĕл, пĕлтĕр чăх какайĕнчен тунă ветчина - кĕмĕл, "Кнут" тата "Печеночная" кăлпасси, йогуртăн икĕ тĕсĕ ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Решит Шейхуллович çĕршывăн тĕп хулинчен кăçал та пушă алăпа килмен: "Чи лайăх çемье ферми" номинацинче - пĕр тата "Пысăк пахалăхлă продукци хатĕрлекен" номинацинче тутар наци апат-çимĕçĕшĕн - кăртшăн, "Килти" сыршăн тата тултармăшшăн- виçĕ ылтăн медале илнĕ. Паллах, çак çитĕнỹсем пĕр тăрăшмасăр пулмаççĕ. Фермер çĕрпе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те, туса илнĕ продукцие вырăнта тирпейлессипе те курăмлă ĕçлет.

Р. Санзяпов ял хуçалăхĕнче вăй хума пуçлани 10 çултан та иртрĕ. Çак тапхăрта вăл сахал мар ĕç турĕ. Çын алли лекменнипе вăрмана çаврăна пуçланă хирсенчи йывăçсене хуçалăхра вăй хуракансен кăкласа пĕтерессишĕн сахал мар тар тăкма тивнĕ. Халь çакна аса илтерекенни нимĕн те çук, уйсенче тыр-пул, нумай çул ỹсекен курăк тата ытти культура ярăнса çеç ỹсеççĕ. Сăмах май, Решит Шейхуллович Чăваш Ишекĕнчи çум курăк айне путнă 160 гектара та 2016 çулта пусă çаврăнăшне кĕртрĕ. Çур аки, вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама техника та, кадрсем те çителĕклĕ.

Ферма кĕрсен мĕн сас лайăх? Паллах, ĕне-выльăх сасси, кун пирки иккĕленмелли çук. Чăваш Ишекĕнчи витесем пушă тăни Р. Санзяпова яланах пăшăрхантарнă. Çавăнпах вăл çĕрпе ĕçлеме пикенсен тỹрех хуралтăсене хута ярассишĕн тăрăшма пуçланă. 2014 çулта Решит Шейхуллович 120 пуç выльăх кĕрекен витене хута янăччĕ. Иртнĕ çул, районта шăпах Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тунă чухне, савăнăçлă лару-тăрура 180 пуç ĕне-выльăх вырнаçмалăх хуралтăна хута ячĕç. Ăна патшалăхăн "Çемье ферми" программипе тунă. Вăй хуракансене тăрăшма кунта пур услови те пур.

Паян ял хуçалăх продукцийĕсене вырнаçтарма çукки, вĕсен хакĕ пĕчĕкки нумайăшне пăшăрхантарать. Р. Санзяповшăн кун пек йывăрлăхсем çук. 2016 çулта какайран хатĕрлекен цех хута кайнă. Унта çутă та таса, санитари нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Цехра пельмен, темиçе тĕрлĕ кăлпасси, манты, котлет, тĕтĕмленĕ аш, буженина хатĕрлеççĕ, лаша тата ĕне какайĕсенчен тушенка тăваççĕ. Çавăн пекех сĕтрен те тĕрлĕ продукци тирпейлеççĕ: кăрт, йогурт... Сăмах май, нумай пулмасть хуçалăхра сыр та пĕçерме пикеннĕ. Ыхраçырмисем хатĕрлекен апат-çимĕçе районта пурăнакансем кăна мар, ют тăрăхра та хапăлласах туянаççĕ.

Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕ ял тăрăхĕн социаллă ыйтăвĕсене те татса пама пулăшать. Чăваш Ишекĕнче тата Ыхра Çырминче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса палăк лартма, тирпей- илем тума укçа уйăрнă. Çавăн пекех икĕ ялти масара та карта тытма пулăшнă. Фермер хăй те Ыхра Çырминчи вăтам шкултан вĕренсе тухнăран, пĕлỹ çуртне те май пур таран алă тăсса пама тăрăшать. Кĕçĕн классенче ăс пухакансен пỹлĕмĕсене пластик чỹречесем лартма, музыка аппаратури, кĕрешекенсем валли мат туянма тата ытти валли те укçа уйăрнă.

Ырă туни çĕре ỹкмест, теççĕ ваттисем. Р. Санзяпов фермер ял халăхне, шкула пулăшни ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тума май парать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5