Чи пысăк помидоршăн - 30 пин тенкĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2019 17:44 Просмотров: 183

АЛМАНЧĂРА пурăнакан Николай Лукиянов çемйи помидор-хăяр çитĕнтерессипе ăстана тухнă темелле. Çу каçа вĕсем парниксенче тем тĕрлĕ çимĕç те туса илеççĕ. Тепĕр чухне вара астармăш конкурса та хутшăнма май тупаççĕ. Акă, кăçал Челябинскри вăрлăх сутакан "Сады России" фирма пахчаçăсем хушшинче кăсăклă тупăшу йĕркеленĕ. Енчен те çак фирмăн вăрлăхне туяннă ăста чи пысăк помидор çитĕнтерет - ăна 30 пин тенкĕ приз кĕтет! Лукияновсен асăннă фирмăран туяннă "Малиновый богатырь" текен помидорĕ вара 1 килограмм та 950 грамм тайнă! Конкурса йĕркелекенсем çак çимĕç мĕнле ỹснине, ăна хуçасем мĕнле çитĕнтернине видеопа пăхса, сăнасах тăнă, юлашкинчен электронлă виçе çине хунă çимĕç вара фирма сотрудникĕсене те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ. Килĕшỹ укçаран хаклăрах теççĕ. Патăрьел районĕн хура çĕрĕ çинче çитĕннĕ помидор хуçине конкурса йĕркелекенсем тỹрех 30 пин тенкĕ ярса панă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5