Журналистсемпе куçа-куçăн тата "тỹрĕ лини"

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2019, 11:26 Просмотров: 282

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Регион ертỹçи калаçăва республикăн 10 уйăхри социаллă экономика аталанăвне пĕтĕмлетнипе пуçларĕ.

Кăтартусем чăннипех те курăмлă. Акă, промышленность производствин индексĕ 105 процентпа танлашать, ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 102 процентпа тан, çурт-йĕр хăпартас ĕçе çулталăк вĕçлениччен 107 процент пурнăçланă. Пресс-конференцире журналистсем Чăвашкредитпромбанкпа çыхăннă ыйтăва, çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ĕçченсем çителĕксĕр пулнине çĕклерĕç. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре тухтăрсемпе тивĕçтересси 76 процент ытла пурнăçланать. Унсăр пуçне калем ăстисене Улатăр урамĕсенче хунарсем çунманни, Çĕнĕ Шупашкарта светофор, обществăлла чарăнусенче информаци табловĕ ĕçлеменни, Çĕрпỹ районĕнчи çỹп-çап полигонне хупас тата ытти ыйтусем те кăсăклантарчĕç. Икĕ сехете яхăн пынă пресс-конференцире регион ертỹçи 20-е яхăн ыйтăва хуравларĕ.

Çак кунах Михаил Игнатьев Чăваш Ен Наци телекуравĕн тỹрĕ эфирĕнче те пулнă. Ыйтусене маларах та, эфир вăхăтĕн-че те панă. Вĕсем тĕрлĕ хулапа районтан тĕрлĕ темăпа пулнă. Çынсене ял ипотекине кама пани те, халăх театрĕсене аталантарасси те, çурт картишĕсене хăтлăх кĕртесси те пăшăрхантарать. Яланхиллех коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр тата патшалăх пулăшăвĕсемпе çыхăннă ыйту та чылай пулнă. Çавăн пекех пирĕн районти Сергей Фролов фермер кĕрхисем пĕтнĕшĕн патшалăх енчен пулăшу тивĕçессипе кăсăкланнă. Михаил Васильевич ку ыйту çирĕп тĕрĕслевре тăнине палăртнă. Тăкак курнă хуçалăхсен докуменчĕсене РФ ял хуçалăх министерствине тăратнă, халĕ Раççей Правительстви пăхса тухса йышăну тăвассине кĕтмелле.

Икĕ сехете яхăн тăсăлнă "тỹрĕ лини" вăхăтĕнче çеç 65 ыйту çитнĕ. Пурĕ 240 ытла çын шăнкăравласа хăйне кăсăклантаракан ыйту пирки пĕлтернĕ. Эфира тухманнисене те пăхса тухса хурав парĕç. Кун йышши "тỹрĕ линисене" вара малалла пĕрмаях ирттересси пирки пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика