Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсен тĕрлĕ отраслĕпе тỹрĕ линисем ирттерессине çĕнĕрен йĕркелесе ярĕç. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче халăхпа çыхăнăва Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министерстви тухĕ. Малалла графикпа килĕшỹллĕн - культура (ноябрĕн 28-мĕшĕнче), ĕç (декабрĕн 5-мĕшĕнче), спорт (декабрĕн 19-мĕшĕнче) министерствисем. Тỹрĕ линисене Чăваш Республикин власть органĕсен видеохостингĕнче video.cap.ru адреспа онлайн режимра курма пулĕ, 15 сехетре пуçланĕ.
Ыйтусене маларах электронлă формăпа, телефонпа тата видеоыйтусене "Там-Там" мессенджерта ятарлă каналпа йышăнĕç. Тĕплĕнрех кун пирки Чăваш Ен Информполитикин министерствин сайтĕнче (info.cap.ru) паллашма пулать.
А. ИЛЬИН
Декабрь 2019 |