Тĕрлĕ номинаципе иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2019, 11:42 Просмотров: 256

Раççей Академийĕн академикĕ Геннадий Волков педагог ячĕпе хисепленсе тăракан Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкулта регионсем хушшинчи "Хавхалану" этнокультура фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна Геннадий Николаевича халалланă. Кăçалхипе вăл тăххăрмĕш çул пулчĕ. Унта педагогсем, шкул ачисем тата садике çỹрекенсем хутшăнчĕç.

Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртрĕ. Çав шутра "Г.Н. Волков калавĕсене чи лайăх вулакан", "Г.Н. Волков произведенийĕсене чи лайăх ỹкерсе илемлетекен", "Проза тата поэзи" ("Тăван çĕршыв", "Чăваш Ен", "Шупашкар", "Г. Н. Волков", "Раççейĕн паллă çыннисем" патриот темипе çырăннă тата ытти автор хайлавĕсем), "Г.Н. Волков ĕçĕсемпе хатĕрленĕ чи лайăх буктрейлер (кĕске видеоролик)".

Фестиваль-конкурса Анат Туçари пуçламăш шкул-садри кĕçĕн классене вĕрентекен Л. Маркова тата 4 класри А. Казакова та хутшăнчĕç. Людмила Валентиновна "Проза тата поэзи" номинацире педагогсем хушшинче иккĕмĕш, Арина виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика