Çĕнĕ кĕнекесене пахаларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2019, 11:48 Просмотров: 257

Чăваш кĕнеке издательстви 100 çул тултарнине (2020) кĕтсе илме хатĕрленнĕ май ятарлă проект ĕçе кĕчĕ. Унăн ĕçченĕсемпе творчество çыннисем районсене тухса çỹресе юлашки вăхăтра пичетленĕ çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштараççĕ тата вĕсене хаклаççĕ.

Çавна май издательствăн генеральнăй директорĕ С. Каликова пирĕн районта пулчĕ. Пĕччен те мар Светлана Анатольевна, Юхма Енĕн паллă çыравçисемпе. Тĕл пулăва Туçара çуралса ỹснĕ Раиса Воробьева, Упамса арĕ Владимир Степанов тата Патăрьелĕнчи Людмила Сорокина (Пурлушкина) хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сăрă шăрши те кайман пичет продукцийĕпе ачасене паллаштарчĕç, вĕсене районти библиотекăра тата ялсенчи вулавăшсенче ĕçлекенсем хакларĕç, Патăрьелĕнче пурăнакансем пахаларĕç.

- Патăрьел -паттăр ен -районĕ паллă çыравçăсемпе пуян. Геннадий Айхи, Юхма Мишши, Марина Карягина, Раиса Сарпи... Вĕсен кĕнекисене тĕнче вулать. Чăваш чĕлхипе çеç пичетленмеççĕ- çке ĕçĕсем. Кĕнеке издательстви çуллен çĕннисене (50-55) калăплать. Кăçал Г. Айхин "Сочиненисен пуххин" 4-мĕш томĕ кун çути курчĕ, - терĕ С. Каликова.

Вулавăшсен çỹлĕкĕ çине Р. Воробьевăн виççĕмĕш кĕнеки хурăнчĕ. Маларах Раиса Васильевна "Чи лайăх тетте", "Чарусăр çерçисем" ятпа пичетленĕччĕ вĕсене. Ку хутĕнче - "Асамлă вăрманта".

Вăл ĕçлĕ кун-çулне И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан пуçланă. Унтан ВЛКСМ Патăрьел райкомĕн секретарĕ пулнă. Каярахпа Шупашкарти 4-мĕш професси училищинче ачасене вĕрентнĕ.

- Кĕнекери сăвăсем çитĕнекен ăрăвăн тавракурăмне анлăлатма, аслисем каланисене ăша хывма, туслăха çирĕплетме вĕрентеççĕ,- терĕ Р. Воробьева вуласа панă сăвăсене итленĕ хыççăн Туçари ĕç ветеранĕ В. Салмин.

В. Степановăн çырас ăсталăхĕ ачаранах çуралнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Çав хушăра районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕнче практикăра пулнă. Кăçал вара Чăваш кĕнеке издательствинче "Удивительные животные Чувашии. Чăваш Енри тĕлĕнтермĕш чĕр чунсем" пичетлесе кăларнă. Чăн та сайра тĕл пулаканнисем вĕсем: шурлăх тимĕр шапи, хура çĕлен, пăхăр çĕлен, яка калта, йăпар (кайăк евĕрлĕ чĕр чун)...

- Паян çырас тенипе кĕнеке çырăнмастех. Ача чухнех Володя тĕрлĕ чĕр чуна аллинче тытса, кĕсйинче чиксе çỹреме те хатĕрччĕ. Паян мăшăрпах авторпа курнăçас, унăн кĕнекине илсе вулас тесех килтĕмĕр,- терĕ Патăрьелĕнчи ĕç ветеранĕ А. Леонтьев.

Фантастикăна та кăмăллать Владимир Васильевич. Чăваш мифологийĕн паттăрĕсене килĕштерет. Истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсене тĕпчет. Çавăнпа та районти тĕп библиотекăри тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Н. Ракова тĕпчев ĕçĕсене чăвашла пичетлесе кăларма сĕнчĕ. Шкулсенче вĕренекенсем сахал мар интересленеççĕ-мĕн вĕсемпе.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 40-мĕш çул ачасене чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен Л. Сорокинан пиллĕкмĕш кĕнеки - "Сăпка юрри" кун çути курнă. Сăвăсем чăвашла та, вырăсла та вуланаççĕ, ачалăхăн асамлă тĕнчине илсе кĕреççĕ. Кĕрхи каçсенче амăшĕ ывăлне сăпка юрри юрласа çывăрттарать.

Людмила Александровна аслисем валли çырнă сăвăсене те вуласа савăнтарчĕ. Чылайăшĕ пичетре те кун çути курайман-ха. Тарăн шухăшлă, чĕрене пырса тивеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Вăтаел ялĕнчи библиотека заведующийĕ Н. Яковлева пĕр сăввине хăйĕн ачи Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă чухне выпускниксен умĕнче вуласа панине те каларĕ.

Вулакансем çыравçăсемпе куçа-куçăн курнăçрĕç. хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине хурав илчĕç, пĕр сăвă хыççăн теприне вуласа пама ыйтрĕç.

Районти тĕп библиотека директорĕ А. Овчинникова çыравçăсене малашне те ăнăçусем сунчĕ.

Библиотека фойинче издательствăра пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекесен выставки ĕçлерĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика