Чир ан çулăхтăр тесен

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2019 10:21 Просмотров: 31

Шел, 32 çул каялла тупса палăртнă чиртен сипленмелли эмел халĕ те çук. ВИЧ-статуса пĕлмешкĕн юна тĕрĕслеттереççĕ. Информаци технологийĕсем аталаннă ĕмĕрте пурăнатпăр пулин те ВИЧ, СПИД пирки тĕплĕн пĕлекен йышлах мар.

Чир сарăлнин тĕп сăлтавĕ мĕнре-ши? ВИЧ алăран тытнипе, чуп тунипе, ỹсĕрнипе е сунасланипе, пĕрлехи савăт-сапапа усă курнипе сывă çынна куçмасть, туалетра е ваннăра, бассейнра, транспортра, шăна-пăван сăхнипе ермест. Ар çыхăнăвне хỹтĕленмелли хатĕрсĕр кĕнипе, темиçе çынпа савăшса пурăннине пула ăна çаклатакансем сахал мар. Юн урлă чир ертнисем наркотикпа иртĕхекенсен хушшинче йышлă. Вĕсем стерилизацилемен шприцпа, йĕппе, инъекцин ытти хатĕрĕсемпе усă курнă. Дезинфекцилемен инструментпа татуировка тунă тата косметика, маникюрпа педикюр процедурисене ирттернĕ чухне вирус лекме пултарать.

Медицина пулăшнипе СПИД аталанассине вăхăтлăха сирме пулать. Ятарлă препаратсем, терапи пациентсен пурнăçне вăрăмлатма витĕм кỹреççĕ.

Çынра инфекци палăрсан ăна шута илетпĕр. Унăн сывлăхне сăнаса тăратпăр.

Чирлес мар тесен çыннăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Чыса çухатмалла мар. Çак чире пула пирĕн районта 5 çын вилнĕ, 53-шĕ учетра тăраççĕ. 4 ача ВИЧпа чирлĕ амăшĕнчен çуралнă.

Иммунлă дефицит вирусĕллĕ çынсем те, ыттисем пекех пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ, ача-пăчана ура çине тăратаççĕ.

А. ЧЕРНОВА, районти тĕп больницăри врач-инфекционист

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5