Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2019 10:36 Просмотров: 31

Декабрĕн 1-мĕшĕ. Çак кун 1853 çулта Нахимов ертсе пыракан вырăс эскадри Хура тинĕсри Синоп сăмсахĕ патĕнче турккăсен флотне çапса аркатнă.

Декабрĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1966 çулта, нимĕç фашисчĕсене Мускав патĕнче çапса аркатнăранпа 25 çул çитнĕ май, Ленинград шоссин 41-мĕш километрĕнче пытарнă паллă мар салтакăн виллине Кремль стени патне илсе кайса пытарнă. 1967 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Ĕмĕрхи çулăм (Вечный огонь) çутнă.

Декабрĕн 5-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта Хĕрлĕ Çар Мускав патĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç контрнаступлени пуçланă. Çак наступлени вăхăтĕнче тăшман пысăк çухату тỹснĕ,хĕç-пăшалпа çар техникине пăрахса хăварсах тарнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5