Çĕр ĕç ăстисен кĕнеки "пиçсе" тухрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2019 13:37 Просмотров: 351

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕ тава тивĕçлĕ агрономсемпе те пуян. Тĕрлĕ тапхăрта районăн экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнă ĕç паттăрĕсем пирки Петр Самакинăн "Ты со мной, мое поле" кĕнекинче вуласа пĕлме пулать. Республикăн тава тивĕçлĕ агрономĕсен пархатарлă ĕçĕ пирки çырнă кĕнеке Шупашкарти "Новое время" типографи цехĕнчен тин çеç "пиçсе" тухнă. Сăрă шăрши те сĕврĕлсе пĕтмен-ха. Петр Васильевич хăйĕн пуçарăвĕпе тата хастарлăхĕпе шăрçаланă паха кĕнекере вунпилĕк тава тивĕçлĕ агрономăн ĕçĕпе тивлечĕ пирки кĕске очерксем çырнă. Пирĕн районта чăн малтан çак хисеплĕ ята 1957 çулта Социализм Ĕçĕн Геройĕ Михаил Долгов илме тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, кĕнеке авторĕ хăй те çак сумлă çынсен ушкăнĕнчех. Кунтах ял хуçалăх управленийĕн ертỹçисем пулнă хастарсен ĕç биографийĕ, тĕрлĕ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕнтерсе илнĕ тыр-пул тухăçĕ пирки те вуласа пĕлме пулать. Сăн ỹкерчĕксемлĕ кĕнекепе районти тĕп библиотекăра паллашма пултаратăр. Автор "чун апачĕн" пĕрремĕш экземплярне вулавăша парнеленĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2