Халăха хавхалантаракан указ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2019 13:44 Просмотров: 466

"Авангард" хаçатăн иртнĕ номерĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсене пурнăçа кĕртме 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнни пирки вулакана пĕлтернĕччĕ. Халăха хавхалантаракан указ кун çути курнă хыççăнах республикăн строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко Правительство çуртĕнче канашлу ирттернĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 27-мĕшĕнче "Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" 139-мĕш указ кăларнă май власть умне тухса тăракан тĕллевсене пăхса тухассипе çыхăннă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов хутшăннă. Çакна та палăртма кăмăллă.

Республика бюджетĕнчен районсене пайланакан укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ тивĕçесси паллă: Юхмапа Пăла тăрăхне хăтлăх кỹме 31,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Республика Пуçлăхĕн çĕнĕ указĕ малашлăха ырăпа пăхма хистет. Унпа килĕшỹллĕн пирĕн районта та хăш урамри патшалăх çурчĕ таврашĕнчи çулсене юсаса çĕнетмеллине, ăçта хунарсем вырнаçтармаллине е спорт, ача-пăча лапамĕ тумаллине тата ыттине те _ пĕтĕмпех халăх сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелĕç. Патшалăх укçи-тенкипех социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем патне пыракан тротуарсене те хута яма май килĕ. Кирек мĕнле ĕçе те пурнăçа кĕртиччен муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи комиссисем урамсенче инвентаризаци ирттерĕç. Проектсене пурнăçа кĕртме нухратăн 5 проценчĕ вырăнти бюджетран, 1 проценчĕ халăхран пулĕ, ыттине патшалăх хыснинчен уйăрĕç. Çапла вара февралĕн 1-мĕшĕччен проектсене хатĕрлесе çитермелле, апрелĕн 1-мĕшĕччен контракт çирĕплетмелле. Унсăрăн нухрата ытти муниципалитетсене уйăрса пама та пултараççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4