Паттăр ячĕ - ĕмĕре

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2019 13:50 Просмотров: 429

Çывхарса килекен 2020 çула фашистла Германие çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине халалласа "Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ" тесе пĕлтернĕччĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи июлĕн 8-мĕшĕнче кăларнă указĕнче. Çакна тĕпе хурса Кивĕ Катек ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан аманса таврăннă Валентин Михайлович Антонов ятне ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕллевпе вăл пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Митинга уçнă май Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Майрушкин ветеран пурнăçĕ пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каланă.

Валентин Михайлович вăрçăра кăтартнă паттăрлăхсемшĕн виçĕ ордена тата "Германие çĕнтернĕшĕн" медале тивĕçнĕ. Унăн икĕ тетĕшĕ ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче юлнă. Пĕр тăванĕсенчен вара паттăрăн пĕр аппăшĕ çеç. В. Антонов 1942 çулта йывăр аманнă, çавăн хыççăн ăна киле янă.

Салтак тумне хывнă каччă малтан ялти лавккара сутуçăра, кайран колхозра кладовщикре, хуралçăра тăрăшнă. 1943 çулта Вăтаелĕнчи Акулина Ивановна Кирилловăпа çемье çавăрнă, виçĕ ывăлпа хĕр çуратса ỹстер- нĕ. Йăха малалла тăсаканĕсем вара 10 мăнукĕпе 14 кĕçĕн мăнукĕ.

Кивĕ Катек ялĕн старости П. Кузнецов та ветерана ырă сăмахсемпе çеç аса илет: "Нумай вăхăт иртсен те хаяр вăрçă кунĕсене паянхи пек аса илетчĕ, шăппăн кăна хăй курнă тискерлĕхсем çинчен каласа паратчĕ. Çук, хăратас тесе мар, çак асар-писер кунсем тек нихăçан та пурнăçра ан пулччăр тесе".

Асăну хăмине вырнаçтарас чыс В. Антоновăн мăнукĕпе кĕçĕн мăнукне тивĕçнĕ. Ветерана асра тытса çак мероприятие Кивĕ Катекре пурăнакансем те пуçтарăннă. Вĕсем çак самантран Валентин Михайловичăн пурнăçĕ тăван ял çыннисен асĕнче малалла тăсăлни çинчен пĕлтернĕ.

Н. НИКИТИНА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4