Сиенлĕ йăласене сивлесе

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2019 14:01 Просмотров: 391

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!" акцие хастар хутшăнчĕç. Аслă вожатăйпа 5-11 классенче вĕренекенсен ертỹçисем, социаллă педагогсем, педагог-психолог, библиотекарь, аслă классен канашĕ, шкул администрацийĕ хими хутăшĕсене усă курни çитĕнекен ăрăва пысăк сиен кỹнине ăнлантарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç турĕç.

"Добротворцы" отряд волонтерĕсем тематика буклечĕсене салатрĕç. 8-11 классен ертỹçисем "Спайссем - вĕсем..." темăпа класс сехечĕсем ирттерчĕç. Ун хыççăн "Туртмалли хутăшсем çинчен мĕн пĕлетĕр?" ыйтăва хуравларĕç. Унта вĕренекенсен 95 проценчĕ хутшăнчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн 90 проценчĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине çирĕп пĕлет.

Тăхтав вăхăчĕсенче "Сиенлĕ йăласене сивлетпĕр!" темăпа видоероликсем пăхрĕç. Вĕсенче уçă кăмăллă пуласси, хăвна лайăх тытасси йăлтах сывлăхлă пулнинчен килнине пĕлме май пулчĕ.

Шкула кĕнĕ çĕрте тата иккĕмĕш хутри фойере сывă пурнăçа суйласа илме чĕнекен баннерсем вырнаçтартăмăр. Кĕçĕн классем ỹкерчĕксен выставкине хутшăнчĕç. Вĕсенче спортпа туслашнине, физкультура занятийĕсене хутшăннине, тĕрĕс апатланнине, сиенлĕ йăласене сивленине сăнларĕç.

5 а класра "Наркомани - инкек палли" класс сехечĕ иртрĕ. О. Осипова медицина сестри "Хăрушсăрлăх патне ут" темăпа калаçу йĕркелерĕ. Л. Еслюкова библиотекарь кĕнеке выставки йĕркелерĕ. Акци вăхăтĕнче спорт мероприятийĕсем ирттерни те сывă пурнăç йĕркине мала хума хистеççех.

В. СОЛДАТОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2