Регион Пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен  ыйтăвĕсене  хуравланă

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2019, 17:28 Просмотров: 430

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене «Наци радиовĕн» тата "Тăван радио" итлекенĕсене "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хуравланă. "Тÿрĕ лини" вăхăтĕнчи калаçу хальхинче çĕнĕ форматпа иртнĕ: микрофон умĕнче "Хыпар" тата "Советская Чувашия" журналисчĕсем те пулнă.

Пĕр сехет те çирĕм минут хушшинче республика ертÿçи 23 ыйтăва хуравласа ĕлкĕрнĕ. Халăха яланхиллех тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Республика бюджечĕпе çыхăннисенчен тытăнса ялта туса илекен пахча çимĕçе епле сутасси, ялта шыв башнисемпе пăрăхĕсем кивелни таранах хуравланă Михаил Васильевич. "Тÿрĕ эфир" вăхăтĕнче янăраман ыйтусене те яваплă ведомствăсене çитернĕ.

А. Ильин

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика