Чăваш Ен – 17-мĕш вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2019 17:28 Просмотров: 504

Ĕç тăвакан власть органĕсен кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен чи ăнăçлă ĕçлекен 20 регион йышне кĕнĕ. Çакăншăн республикăна федераци бюджетĕнчен  958 миллион та 686 пин тенкĕ укçа тивĕçнĕ. Пĕтĕмлетÿ рейтингĕнче 1-мĕш вырăнтан пуçласа 50-мĕш вырăна тухнисем хушшинче 45 млрд тенкĕ пайланă. Чăваш Ен 17-мĕш вырăн йышăннă. Регионсене 15 енпе хакланă. Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ вăй илсе пынине, çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтернине, экологи, вĕрентÿ тата ытти тытăмри çитĕнÿсене тĕпе хунă. Çавăн пекех халăх республика Ертÿçине шаннине те шута илнĕ.

А.Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2