Хаçат- вулаканшăн ик çунат

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2019, 17:38 Просмотров: 416

Паян Интернет тетелĕ вăй илсе пырать пулин те, ялсенче хаçат-журнал çырăнакан, çĕнĕ номере чăтăмсăррăн кĕтекен сахал мар. Вăл шутра районта тухса тăракан "Авангард" хаçат пурăнма çунат хушнине çирĕплетекен те йышлă. Хамăрăн яланхи туссене редакци коллективĕ ăшă тав сăмахĕ çеç çитерет, çитес çул та пĕрлех пуласса шанать.

Хальхи вăхăтра районти почта уйрăмĕсенче 2020 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтару тапхăрĕ пынă май Алманчă почтинче пултăмăр. 1994 çултанпа уйрăма М. Аляшкина ертсе пырать. Çавăнпа та Мария Кузьминичнăпа хаçат-журнал çырăнмалли кампани мĕнле пыни пирки сăмах пуçарма, хăш-пĕр кăтартусене пĕтĕмлетме те ансат.

- Пытарма кирлĕ мар, хальхи вăхăтра вулакансем чăтăмсăррăн кĕтекен хаçатсенчен пĕри - "Авангард". Паянхи куна вăл 100-е яхăн çемьене саланать. "Çамрăксен хаçатне", "Хресчен сассине" пĕр сиктермесĕр вулакансем те сахал мар. Уйрăмах В. Сымов вĕрентекен, Л. Васькин, Ф. Егорова темиçешер издани çырăнса илеççĕ,- кăмăлтан хак пачĕ хастар вулакансене Мария Кузьминична. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлекен В. Ивановапа А. Петрова почтальонкăсене те ырăпа аса илчĕ.

Сăмах май каласан, ку тĕлĕшпе почта уйрăмĕн начальникĕн хисепĕ те ялта пысăк. Мария Кузьминична хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕ шайри Хисеп хутне тивĕçнĕ. 2015 çулта Раççей Федерацийĕн çы- хăну тата массăллă коммуникацисен министерствин приказĕпе ăна "Мастер связи" хисеплĕ ят панă. Кăшт маларах çеç вара Алманчăри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ регионсем хушшинчи конкурсра çĕнтерсе палăрчĕ. Çакă, паллах, пĕрлехи вăйран, пĕр-пĕр-не ăнланса ĕçленинчен килет.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика