Сусăрсем чунĕсене уçрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2019 17:54 Просмотров: 368

Пирĕн районта 3160 инвалид пурăнать. Çак шутран 476-шĕ пĕрремĕш, 926-шĕ - иккĕмĕш, 1608-шĕ виççĕмĕш ушкăнри сусăрсем, 150 инвалид ача.

Федераци, регион, вырăнти власть ертỹçисем инвалидсене тĕрлĕрен пулăшу панипе пĕрлех обществăра хăйсене ытти çынсемпе пĕр тан туйса пурăнма майсем туса параççĕ, кулленхи ыйтусене татса пама, культура енĕпе аталанма, сывлăхĕпе канăвне йĕркелеме пулăшаççĕ. Инвалидсен кунĕнче район шайĕнче йĕркеленĕ мероприяти те çакнах çирĕплетрĕ. Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКана пухăнчĕç сусăрсем. Малтанах вĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан центр директорĕ А. Воробьева, районти инвалидсен обществин председателĕ Г. Кошкин саламларĕç. Георгий Аркадьевич куллен туса пыракан ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Маларахри çулсенче инвалидсем район центрĕ витĕр тухакан çул хĕрринче больница тĕлĕнче автобуссем валли ятарлă чарăну çуккипе пăшăрханса калаçнăччĕ. Ăна туса панă. Организаци-предприятисене кĕрес тесен пандуссем вырнаçтарнă, чĕнỹ кнопкисене çыхăнтарнă тата ытти. Паллах, çак ĕçсем район администрацийĕн витĕмĕсĕр пулман.

Сусăрсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен чылай спорт ăмăртăвне хутшăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсем вара республика шайне те тухаççĕ. Чăваш Енри спорт фестивалĕнчен А. Селиванов 60 метра чупса виççĕмĕш вырăнпа таврăннăччĕ. С. Цветковпа А. Царев та лайăх кăтартусем тунăччĕ. Г. Кошкин "Инвалидсен пурнăçĕнчен" фотоконкурсра çĕнтернĕччĕ. А. Мягкин "Эпĕ - автор" сăвă тупăшăвĕнче малти вырăнпа савăнтарнăччĕ.

Аслă Чемен (ертỹçи Е. Михайлова), Сăкăт (В. Нрти), Тăрăн (А. Сорокина) ял тăрăхĕсенчи инвалидсен пуçламăш организацийĕсем ĕçе тивĕçлипе туса пынине те палăртрĕ Г. Кошкин.

Георгий Аркадьевич ĕçĕпе те кăмăллă районта. Çавна май ăна халăха социаллă тивĕçтерỹпаракан центрăн Хисеп хучĕпе тата парнепе чысларĕç.

Малалла сусăрсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче тупăшрĕç, мала тухнисем парнесене тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6