Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019 14:29 Просмотров: 366

 «Çулталăк çемйи — 2019» конкурса пĕтĕмлетнĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче «Çулталăк çемйи — 2019» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Уявра çавăн пекех учительсен, тухтăрсен, строительсен, механизаторсен династийĕсене палăртнă. Çĕнĕ Шупашкарти Шишовсен çемйи вара «Çулталăк çемйи – 2019» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Сергейпе Ольга 16 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ, 7 ача ÿстереççĕ.

Фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă. "Хăвăр ĕçĕре чунтан пурнăçлани çитĕнÿ тума пулăшать. Спектакльсене районсенчи çĕнĕ те хăтлă клубсенче кăтартмалла. Искусство пуласлăхĕ çамрăксенче", - палăртнă Михаил Васильевич. Вăл театр коллективĕсен ертÿçисемпе чи ăста артистсене Культура министерствин Тав çырăвĕсемпе чысланă. "Абрикослă сад" студи ертÿçи Антон Савельев пурне те Чăваш патшалăх университетĕнче иртекен театр фестивальне йыхравланă.

Умра – халăх уявĕ

Правительство çуртĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă лару иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрь уйăхĕн çурринче регионсенче уяв мероприятийĕсем пуçланнине пĕлтернĕ. Ноябрьте вара Чăваш культурин кунĕсем Самар облаçĕнче иртнĕ. 2020 çулта уяв мероприятийĕсем Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче, Мускавра, Санкт-Петербургра, Беларуçра иртмелле. Уяв марафонĕн кульминацийĕ Шупашкарта пулĕ. Республика кунне Хĕрлĕ Чутай районĕнче анлăн паллă тăваççĕ.

Ансамбль 95 çулхи юбилейне паллă тунă

Декабрĕн 6-мӗшӗнче Чăваш патшалăх юрӑпа ташӑ ансамблӗн 95 ҫулхи юбилейне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче уявланӑ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫине Юрий Васильева ЧР Культура министерствин «За достижения в культуре» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ. Коллективӑн ытти хӑш-пӗр артистне вара Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Хисеп хучӗсемпе, Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.

Тăваттăмĕш хут иртнĕ

"Асам" кинофестиваль декабрĕн 2-6-мĕшĕсенче Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртнĕ. Конкурса илемлĕ 8 фильм, документлă 16 картина тăратнă, çавăн пекех конкурса тăратман тата 7 лентăпа паллашма май пулнă. Декабрĕн 6-мĕшĕнче "Асам" кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура хупăннă. Çавăн чухнех çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Гран-прие "В Красном море" документлă фильм тивĕçнĕ. Сценари авторĕ - Сергей Щербаков, режиссерĕ - Андрей Митешин.

Санаторисен рейтингне хатĕрленĕ

Çынсем ăçти санаторисенче канма кăмăллаççĕ-ха? ТурСтат туризм порталĕ Санатории-России.рф сервиспа пĕрле ятарлă рейтинг тунă. Хăйне евĕр ТОПа Чăваш Ен те кĕнĕ. Рейтингра вăл – 20-мĕш, хаксен тĕлĕшпе вара 2-мĕш. Ку списока хатĕрлекенсем палăртнă тăрăх, пирĕн санаторисенче апатланнăшăн, сывлăха çирĕплетнĕшĕн талăкне 2080 тенкĕ тÿлемелле.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2