Туслăхăмăр яланлăхах

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019 14:42 Просмотров: 328

Унчченрех салтакра виçĕ çул тăнă. Халĕ - пĕрре. Тепĕр чухне унтан та пăрăнас шутлисем пур. Камăн сыхламалла-ха çĕршыв чиккине? Салтак тумне хывни 60 çул çитрĕ пулин те пĕрле службăра пулнă юлташсем асра. Çыхăну тытатпăр хăшĕсемпе. Иртнине аса илме питĕ кăмăллă. Кĕрхи призыв пынăран унпа ыттисене те паллаштарас килет.

1956 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче грузотаксипе 20-30 каччă Канашри призыв пунктне çитрĕмĕр. Маларах та кунта пирĕн районтан килнĕ 60-70 йĕкĕт пурччĕ. Пĕр-пĕринпе паллашрăмăр. Салтака юрăхлă пулнăшăн пурте савăннă.

Пĕр эрне ытла пултăмăр çакăнта. Ларма-тăма вырăн çук темелле. 400е яхăн çамрăка вагонсем çине лартрĕç те Хусан еннелле çула тухрăмăр. Унтан тата тепĕр 4-5 вагон пирĕн пеккисене çаклатрĕç. Ульяновск хулинчен те пирĕн йыша хутшăнакансем пулчĕç. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Турципе чикĕленекен çĕре çитрĕмĕр. Чылайăшне Грузие кĕрсен салатрĕç. Пире 6-7 ГАЗ-63 автомашина çине лартрĕç те малалла илсе кайрĕç. Тăвалла хăпаратпăр. Ял çутисем аялта курăнса юлаççĕ. Çапла пуçланчĕ пирĕн салтак служби Турци чиккинче. Вырăссене те чăвашла калаçма вĕрентрĕмĕр. "Товарищи юлташсем, эпир пурте чăвашсем", тетчĕç шỹтлесе.

Салтака кайни савăнтарчĕ пулас. Присягăна сăвă каланă пек каласа патăм. Çĕнтерỹ кунне сăна чаçри отличниксен хăми çине вырнаçтарчĕç. Салтака кайиччен Первомайскинче 3 уйăх телефониста вĕренни те нумай пулăшрĕ пуль. Аслă радиотелефонист-телеграфист шутланаттăм.

Кăштах вăхăт иртсен çăкăр касакан пулма куçарчĕç. Нумаях та ĕçлеймерĕм апат-çимĕç склачĕн заведующине лартрĕç.

Турци ытла пăлханнипе пире салатса ярса танк чаçне куçарчĕç. Эпĕ Кутаисинчи мотопехотный гвардейски полка лекрĕм.

1959 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Тбилиссинчен киле килме çул тытрăмăр, тăван тăрăха, Канаша, йышпах çитрĕмĕр. Патăрьелĕнче çар комиссариатне кĕрсе паллă тăвăнтăмăр.

Юрлă-пăрлă çанталăк. Чăматансене йăтрăмăр та çула тухрăмăр. Н. Кадушкинсем патне çитрĕмĕр. Тепĕр кунне ирпе Упамсана çул тытрăм.

Салтак пăтти пĕрле çинĕ юлташсемпе - Çăл Атăкри Василий Чурбановпа, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Николай Петровпа - çыхăну паянхи кун та татăлмасть. Салтакри туслăх яланлăхах çирĕп тăрса юлнă. Салтака каясси сумлă. Конституци тивĕçне çамрăксен кăмăлтан пурнăçлама тăрăшмаллах.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6