Ĕмĕчĕсем çунатлă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019 14:45 Просмотров: 298

Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ К. Земдиханов хăйĕн пурнăçне вĕрентỹ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ялти шкулта 7 çул пĕлỹ пухнă хыççăн вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищине çул тытнă.

- Аттепе анне пĕр саспалли те палламанран яланах малалла вĕренмелли пирки сăмах хускататчĕç. Вĕсен шанăçне тỹрре кăларас тĕллевпех училище хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультечĕн физика уйрăмне вĕренме кĕтĕм,- аса илет иртнине Кешафетдин Багаутдинович.

Алла диплом илнĕ çамрăк специалист ялти шкулта ачасене физика тата астрономи предмечĕсене вĕрентнĕ.

4 çултан шăпа Кешафетдин Багаутдиновича Хусанти А. Н. Туполев ячĕллĕ авиаци институтне илсе çитерет. Кунта студентсене 5 çул вĕрентнĕ хыççăн ăна химипе технологи институтне чĕнеççĕ. 3 çултан вара каллех К. Земдиханов маларах ĕçленĕ çĕре куçать. Техника наукисен кандидачĕ, физика кафедрин доценчĕ чылай çул ачасене аслă пĕлỹ илме пулăшать.

Тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармасть ветеран. Студентсене консультацисем парать. Çуралнă ялта халăх музейĕ уçасшăн. Ăна валли экспонатсем çителĕклех унăн. Кивĕ çĕвĕ машинисем, баянсемпе аккардеонсем...Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанать.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2