Агропромышленность техникумне - 95 çул

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019, 15:03 Просмотров: 456

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă уяв ячĕпе коллектива саламлама райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, райадминистрацин социаллă аталану, туризм тата хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова, пирĕн ентеш, Чăваш Республикин профессиллĕ вĕрентỹ пĕрлешĕвĕсен ассоциацийĕн председателĕ Петр Мишин, ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Людмила Рудакова тата чĕннĕ ытти хăнасем килсе çитрĕç.

Техникумăн пурнăçĕпе хăйĕн докладĕнче Сергей Кальметов паллаштарчĕ. Уяв ячĕпе саламланă май вĕренỹ заведенийĕнче ачасене тĕрлĕ професси пама, педагогсене тăрăшса вăй хума пĕтĕм услови çителĕклине каларĕ, малашне тата та тухăçлăрах ĕçлеме тĕллев лартрĕ.

Светлана Чернова техникум республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине каларĕ. "Агропромышленность техникумĕ ялсем валли кирлĕ специалистсем хатĕрлет. 95 çул хушшинче вăл вĕрентỹ мастерскойĕнчен пуçласа пысăк квалификациллĕ специалистсем кăларакан техникум таранах аталанма пултарчĕ. Пирĕн районта çакнашкал организаци пурришĕн савăнмалла çеç",- терĕ вăл пурне те юбилей ячĕпе саламласа.

Уява килнĕ ĕç ветеранĕсем иртнĕ ĕмĕрте техникум мĕнле условисенче ĕçленине аса илчĕç.

Çавăн пекех тăрăшуллă ĕçченсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Пуçтарăннă хăнасене техникум ĕçченĕсемпе студентсем концертпа савăнтăрчĕç, техникум аталанăвне инсценировкăпа кăтартса пачĕç. Çавăн пекех пухăннисем вĕрентỹ учрежденийĕн аудиторийĕсемпе, кулленхи ĕçе кăтартакан стендсемпе паллашрĕç.

Н. НИКИТИНА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика