Çул-йĕр тимлĕхе те, йĕркене те пăхăнма ыйтать

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019, 15:31 Просмотров: 439

ИНКЕК тени куçа курăнса е сас парса килсен нихăçан та хуйхă-суйхă пулмĕччĕ. Шел пулин те эпир ăна хамăр асăрханнипе, тимлĕ пулнипе, саккуна пăхăннипе çеç сирме пултаратпăр. Вăл шутра çул-йĕр çинче пулакан аварисене те çавах. Акă, декабрĕн 7-мĕшĕнче "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" çул çинче пысăк инкек пулнă. "Киа-Рио" автомашина водителĕ прицеплă трактор çине кĕрсе кайнă. Çул-йĕр инспекторĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 22 çулхи водитель инçĕше (дистанцие) пăхăнман. Аваринче водительпе пĕрлех çул çитмен икĕ хĕрачан кун-çулĕ те татăлнă. Районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем çул çине тухакан кашни водителе тимлĕ пулма, çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика