Няня (калав)

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019 14:14 Просмотров: 315

Паян ирхине пĕрремĕш хут юр çурĕ. Апла пулсан тепĕр уйăхран хĕл ларать. Манăн хулари паркра юратнă кĕтес пур. Сĕтел хушшинче ĕçлесе ывăннă хыççăн каç енне кайсан яланах кунта килетĕп эпĕ. Çуллахи вăхăтра кăна мар, хĕлле те час-часах çак вырăна чун туртать. Хăш-пĕр чухне вăрăм саксем çине те ларса канатăп. Халĕ те хамăн яланхи вырăналла утнă май паллакан çынсене пăхкаласа пыратăп. Хăш-пĕрисене тахçантанпах куратăп, пĕлетĕп. Çывăх çынсем пекех пулса кайнă вĕсем халь. Вĕсемпе курса калаçмасан темĕн çитмест пек туйăнать. Юлашки уйăхсенче манпа пĕрле яланах пĕр вăхăталла 40-50 çулсенчи хĕрарăм 6-7 çулхи хĕрачапа уçăлма тухкалаканччĕ. Паян темшĕн вĕсене курмастăп эпĕ. Те сивĕрен хăранă, те урăх сăлтавпа. Çапах та çын сахал мар паркра. Пĕрисем утаççĕ, теприсем калаçса тăраççĕ, лараканнисем çукпа пĕрех. Ара, кун пек çанталăкра ларма меллех те мар пуль. Тин çунă юр ирĕлкелеме тытăнчĕ. Унта та кунта шыв кỹлленчĕкĕсем пур. Çут çанталăкăн хуть хăш вăхăчĕ те хăйне кура илемлĕ. Пĕр енне пăхатăн кĕркунне, тепĕр енче хĕлле пек курăнать. Пĕр-пĕр художник епле хитре ỹкерчĕк ăсталанă пулĕччĕ те. Çапла шутласа, çанталăкпа киленсе пынă май хама хирĕç килекен çынсене сăнаман та. Кусем шăпах леш хĕрарăмпа хĕр ачи пулчĕç иккен.

- Сывлăх сунатăп!- илтĕнчĕ пĕчĕк хĕр пĕрчийĕн сасси.

- Салам, салам,- тавăртăм эпĕ.

- Эсир паян тухмастăр пулĕ тесе шутланăччĕ. Кашни кун курма хăнăхнă çынсем çук пулсан паркра питех те кичем,- йăл кулса тавăртăм эпĕ.

- Пирĕн Варя кунта кĕрсе тухмасăр иртсе каймасть. Хăш-пĕр чухне ирĕксĕрлесе илсе кĕрет,- манпа пĕрремĕш хут калаçăва хутшăнать хĕрарăм.

- Маттур сирĕн хĕрĕр, çут çанталăк илемне курма пĕлет,- тетĕп эпĕ.

- Каçарăр та-ха, калаçăва кĕрсе кайнăшăн. Ман хамăн хĕр мар-ха вăл. Манăн -ывăл ача. Пысăк ĕнтĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухать. Мана ку кăсăклантарсах ячĕ. Эпĕ те çине тăрсах тĕпчеме тытăнатăп.

- Эпĕ - няня. Варьăна ача садĕнчен илетĕп те ашшĕ-амăшĕ ĕçрен киличчен унпа ларатăп. Çула май паркра уçăлса çỹретпĕр,- калаçать манпа хĕрарăм. Çапла, халь çавăн пек çемьесем чылай. Ашшĕ-амăшĕ ĕçрен часах таврăнаймаççĕ, ача сачĕсем маларах ĕçлеме пăрахаççĕ, ирĕксĕрех няня тупас пулать. Юрать-ха йĕркеллĕ хĕрарăм пулсан. Тĕрлĕ çын пулма пултарать вĕт вĕсем хушшинче те.

- Варьăна ăннă-ха, лайăх няня пулас эсир?

- Кам пĕлет ĕнтĕ. Аванах пурнăçлама тăрăшатăп хамăн тивĕçе. Ку ман пĕрремĕш ача мар. 90-мĕш çулсен вĕçĕнчех килнĕ эпĕ кунта. Унтанпа миçе шыв-шур юхса иртмерĕ-ши?

Килнĕ тенĕрен, тата ытларах пĕлес килсе кайрĕ манăн ун çинчен. Ăçтан килнипе интересленсен:

- Эсир Шупашкар хули çинчен илтнĕ-и? Вăл Атăл юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Чăваш Республикин тĕп хули,- терĕ хĕрарăм. Паллах, эпĕ вăл хулана питĕ лайăх пĕлни, унта пулса та курни çинчен каласан савăнсах кайрĕ. Çывăх пĕлĕшне курнăнах туйăнчĕ пулас. Малалла утнă май хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.

- Эпĕ Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ача садне воспитателе ĕçе вырнаçрăм. Питĕ килĕшетчĕ. Пĕчĕк ачасемпе ĕçлеме кăсăклă. Вĕсемпе ватăлмастăн та. 90-мĕш çулсем кĕрлесе çитрĕç. Нумай ача садне хупса хучĕç. Воспитательсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç.

Эпĕ шăпах çав вăхăтра çемье çавăрнăччĕ. Йыш хушăнасса кĕтеттĕмĕр. Мăшăрăм та ĕçсĕр тăрса юлчĕ те юлташĕсемпе пĕрле Мускава çỹреме тытăнчĕ. Пĕр-икĕ çул аванах иртрĕ. Ывăл ача çуралсан лайăхах пурăнкалаттăмăр. Анчах инкек йăтăнса анчĕ. Мăшăра Мускавран таврăннă чухне машина çапса хăварчĕ. Икĕ эрнерен тăна кĕреймесĕрех çĕре кĕчĕ. Тĕнче йăтăнса аннăнах туйăнчĕ. Çын чăтать, пĕчĕккĕн йăл илтĕм. Юрать анне пур, вăл питĕ нумай пулăшрĕ.

Хампа пĕрле ĕçленĕ хĕрсем Мускава ача пăхма çỹрени пирки каларĕç, мана та хăйсемпе пĕрле чĕнчĕç. Вырăн тупса пама шантарчĕç. Хамăр хулара укçа йĕркеллĕ ĕçлесе илесси пирки шутламалли те çукчĕ. Килĕшрĕм. Ачана анне илсе юлчĕ. Çапла Мускава çитрĕм. Сире эп ывăнтармарăм-и хам калаçупа?

- Çук, çук. Мана питĕ кăсăклă. Хăвăр васкамастăр-и? - ыйтрăм эпĕ.

- Эпир тепĕр çур сехет çỹреме пултаратпăр-ха. Эпĕ Мускава килнĕренпе никампа та чуна уçса калаçман. Сире тĕл пултăм та, тăвана курнă пекех туйăнчĕ. Каçарăр мана ытлашши калаçнăшăн.

- Манăн питĕ итлес килет эсир каласа панине. Кăсăклантарсах ятăр. Еплерех вырнаçса кайрăр хулара? Эсир каланă тăрăх 90-мĕш çулсем вĕçĕнченпех кунта эсир. Унтанпа нумай иртнĕ-çке, - тетĕп эпĕ.

- Кунта мана валли хĕрсем ĕç тупса хуман пулсан килместĕмччĕ. Вĕсем чĕнсе янипе çитрĕм. Кĕтсе илсенех ĕçлемелли вырăна илсе кайрĕç. Мускав варринчи 4 пỹлĕмлĕ пысăк хваттер. Кунта аслă шкулта вĕрентекен профессор пурăнать. Хуçи - хĕрарăм. Мана тỹрех ĕçпе паллаштарчĕ. 8 уйăхри пĕчĕк хĕрачана пăхас пулать. Унăн ашшĕ-амăшĕ çук, ют çĕршывра. Ку - кукамăшĕ. Манăн çак ачапа кунĕн-çĕрĕн пĕрле пулас пулать. Укçине аванах тỹлесси пирки каларĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт пăхмаллине ыйтсан куç курать, терĕ. Мана ĕçĕм питĕ çăмăл пек туйăнчĕ. Ара, эпĕ ывăл ỹстернĕ вĕт-ха. Ача пăхма пĕлетĕп.

Çапла пуçланчĕ Мускаври ĕçĕм. Малтанах нимĕн те ăнланса илеймерĕм. Ачана курнă вăхăтра вăл çывăратчĕ. Каярах вăранчĕ те тытăнчĕ йĕме. Малтанласа ют алла хăнăхманран йĕрет пулĕ терĕм. Çĕрĕпе пĕр чарăнмасăр йĕчĕ. Ир енне кайсан пĕрер сехет çывăрса илчĕ-ши е çук. Унтан тата каллех йĕме тытăнчĕ.

(Малалли пулать).

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6