Чун ăшшине пурне те çитерет

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019, 14:17 Просмотров: 355

К. Антипован çулла та, хĕлле те ыйхи кĕске. Çуркуннепе мĕн кĕркуннечченех пахчара ĕçлеме пулать-ха. Халĕ вара вăхăт ирттерме кансĕртерех.

Витĕр тирпейлĕ Клавдия Николаевна (Каччи аппа тесе чĕнеççĕ ăна) 90 çул тултарчĕ пулин те тепĕр çынран 9 хут ирттерет. Пĕр ĕçрен те хăраса тăмасть. Каçсерен ыйхă килменни çеç пăшăрхантарать. Шухăшпа вара таçтан-таçта çаврăнать.

Терт-нушине сахал мар курнă ял хĕрарăмĕ. Çан-çурăмне çамрăклах ĕçпе авнă.

- Выльăх-чĕрлĕх усранă пулин те ачаран çăмарта, аш-какай, сĕт çисе ỹсеймен эпир. Хура çăкăр, уйран, килька пулă пулнă сĕтел çинче. Ыттине сутса укçа пухнă. Кварталтан квартала налук тỹлемелле-çке. Вăрмана юр ашса вутă хатĕрлеме каяттăмăр. Çунапа киле туртса килнĕскере атте тирпейлĕн çыхатчĕ те сутма каятчĕ. Пиншакăн пăрланнă аркисене типĕтсе те ĕлкĕрме çукчĕ,_-ет иртнине аса илсе Каччи аппа.

Пĕве кĕрсен вара ял çамрăкĕсемпе Мускав облаçне торф кăларма кайма тивнĕ. Вăрман каснисене те манмасть ватă.

- Ĕçе вĕçлесе çывăрма çĕр пỹрте килеттĕмĕр. Çул тĕрме çумĕнчен иртетчĕ. Хăрăк-турата çунтарма черетпе пĕрерĕн юлаттăмăр. Хăрама та пĕлмен-ши?- калаçăва малалла тăсать К. Антипова.

Çавăн чухнехи тăрăшуллă ĕçшĕн хавхалантарса 40-лĕ пĕр шпульккă çип панине астăвать.

Малаллахи пурнăçĕ вара ялпа çыхăннă. Хăйсенчен иккĕ урлă пурăнакан Михаил Григорьевичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 4 ача çуратса ỹстернĕ. Шел, киле паян пĕчченех юлнă. Çунат хушса вĕçсе кайнă хĕрĕсем тĕп çурта çăра çакасшăн мар. Мускавра пурăнакан Надя таврăнасса кĕтеççĕ.

- Атте пурнăçран ытла ир уйрăлчĕ. Анне шăпи çапла пулчĕ пулас. Хуйха-суйха ĕçпе пусăрăнтарма тăрăшрĕ çывăх çыннăмăр. Колхозра икшер-виçшер пай илетчĕ. Вĕсене çумласа пĕтерсен пире кỹршĕсене пулăшма яратчĕ. Вуншар вăкăр ỹстеретчĕ, сыснасем çăвăрлаттаратчĕ. Тăрăшулăхне пула кермен пек çурт лартрĕ,-тет паянхи пурнăçпа килĕшỹллĕн сĕтел-пукана вырнаçтарнă пỹлĕмĕсемпе паллаштарса Альбина хĕрĕ.

Алă ĕçĕ тума та вăхăт тупнă Каччи аппа. Куçа шартаракан çипсемпе тĕрленĕ тăваткаллатса хăпартса хунă минтер пичĕсемлĕ, простынсемлĕ, вырăн çиттиллĕ кравачĕсем кашни пỹлĕмĕнчех. Мăнукĕсем килсе çỹреççĕ пулин те пĕрне те алă пырса тĕкĕнмен тейĕн.

Çемьеллĕ пурнăç та сăпкара сиктермен Каччи аппана. Алăри ачапах ĕçе утмалла пулнă.

Канĕçлĕхĕ пулман хăрарăмăн. Лашапа çеç мар, вăкăр та кỹлсе колхоз ĕçне хутшăнма тивнĕ ăна. Ачисем те урам тăрăх мечĕк хă- валаса, лапталла выляса ỹсмен. Амăшĕ ĕçрен киличчен аслăраххисен выльăх пăхмалла пулнă.

Çип ăçтан çинçе çавăнтан татăлать тенĕ евĕр, иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче те пурнăç çăмăлах марччĕ. Пухăннă укçа-тенкĕ "шыва" тухрĕ. Çурт лартмалли строительство материалĕсене тупма çукчĕ. Çавах хĕрарăм куççулĕпе çăвăнсан та çĕнĕ çуртлă-йĕрлĕ пулнах. Пĕр тăванĕсем те пулăшнă. Киргизовсен йăхĕ ĕçчен-çке.

Клавдия Николаевна кашнийĕн валли чун ăшшине çитерет. Хăйĕнпе пĕр тăванĕ Патăрьелне Комиссаровсене качча тухнăччĕ. Пурнăçĕ ир татăлнă. Унăн çурма тăлăха юлнă ачисене кирлĕ канаш сахал мар панă. Паян пĕринчен тепри патвар ỹссе çитĕннĕ вĕсем. Пурте çемьеллĕ, çуртлă-йĕрлĕ. Каччи аппăшне куç тулли савăнăç кỹреççĕ.

Хăйĕн ачисемпе те хĕпĕртемелĕх пур. Красномайскине, Алманча качча тухнăскерсем 7 мăнукпа, 12 кĕçĕн мăнукпа савăнтараççĕ. Улмисем пĕрин те аякка ỹкмен. Тивĕçлĕ канăва тухса пыраççĕ пулин те ури тупанĕсене çĕре тивертмесĕр пахчара, кил хушшинче ĕçлеççĕ.

Ĕçченлĕхĕ, тараватлăхĕ, çынна сума сăвасси, ыр кăмăллăхĕ, тирпейлĕхĕ йăхран-йăха куçать вĕсен. Клавдия Николаевна паянхи кун та амăшĕ хăйне, амăшне кукамăшĕ парса хăварнă тухьяпа мăй çыххине тирпейлĕн упрать. Алран-алла та сахал мар çỹрет вăл. Ĕлĕкрех фольклор ушкăнне çỹренĕ май хăй те час-часах усă курнă. Халĕ йăла-йĕркене ламран-лама куçарса пыракансем тăхăнса çакаççĕ. Акă, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т. Дмитриева мăнукĕ вара ачасемпе класс тулашĕнчи мероприятисем ирттернĕ чухне усă курать.

Сăмах май каласан, Клавдия Николаевнăн хăйпе пĕртăванĕсем те 90 çул урлă каçнă.

А. АСТРАХАНЦЕВА 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика