Пĕрле такăрлатнă сукмак

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019 14:32 Просмотров: 177

Вăрманхĕрри Шăхалĕнче килĕштерсе пурăнакан ырă тĕслĕхлĕ мăшăр сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Нинăпа Николай Едифановсем. Нумай пулмасть вĕсене çемье пурнăçĕпе пурăнма пил пани 60 çул çитрĕ. Телейлĕ мăшăр бриллиант туйне паллă турĕ. Çак сахал мар вăхăтра вĕсен пурнăç сукмакĕ çинче мĕнле кăна чăрмав тĕл пулман-ши? Выçлăх, çити-çитми пурнăç, вăрçă синкерлĕхĕ...Николай Андреевич вăрçă пуçланнă чухне пиллĕкри ача çеç пулнă. Амăшĕ ашшĕне вăрçа ăсатнине лайăх ас тăвать вăл. "Атте пире пурне те ытакласа илчĕ те аннĕре итлĕр, тăрăшса вĕренĕр, эпĕ часах таврăнатăп, чĕппĕмсем..." - тенине паянхи пек ас тăвать кил хуçи. Анчах шел, шăпи унăн синкерлĕ çаврăнса тухнă. 1943 çулхи март уйăхĕнче Ржев хули çывăхĕнчи çапăçура вăл вилмеллех суранланать. Николай Андреевич ачисем тăрăшнипе унăн вилтăпри çине темиçе хутчен те кайса килнĕ.

Çамрăк тăлăх арăма ачисене ура çине тăратма çăмăл килмен. Çапах та мăшăр каланă сăмахсене асра тытса вăл чун тĕпренчĕкĕсене вĕрентсе тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Николай ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан сакăр çухрăмра вырнаçнă Турханти вăтам шкула çул тытнă. Вĕсем Владимир Чекушкинпа (Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, философи наукисен докторĕ, профессор) пĕр парта хушшинче ларнă. Иккĕшĕ те класра кăтартуллисен шутĕнче пулнă. Ача чухнехи туслă çыхăну паян та татăлмасть. Николай Андреевич çерем çĕр уçнă çĕре те хутшăннă. Унта та хăйĕн хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă: "За освоение целинных земель" медале тивĕçнĕ. Каярахпа вара вăл хăйĕн ĕç стажне тăван хуçалăхра малалла тăснă. Бухгалтер курсĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн счетоводра, бухгалтерта, ял Совет секретарĕнче ĕçленĕ. Кирек хăш коллективра та хăйĕн ăсĕпе, тỹрĕчунлăхĕпе палăрса тăнă специалист. Ахальтен мар ăна "Труд" хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕ ята та панă.

Çиччĕмĕш теçетке такăрлатакан Нина Ивановна мăшăрĕпе вĕсем пĕр касрах выляса ỹснĕ. Хĕрача та ашшĕнчен çулталăкрах тăлăха юлнă. Çавăнпа та ури çине çамрăклах ĕне пуснă темелле. Вунă çултах хĕр пĕрчи фермăра ĕçлеме пикенет, вăкăр кỹлнĕ урапапа сĕт турттарать. Пĕррехинче лав тỹнсе кайса хĕрача инкек те курать. Юрать-ха, сывă юлать. Каярахпа вара вăл 30 çул ытла ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра тăрăшать.

Кăтартуллă çемье пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, хăйсем суйласа илнĕ профессийĕсемпе ĕçлеççĕ. Аслă ывăлĕ Валерий аслă шкулти электрофикаци факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çемйипе Владимир хулинче пурăнать. Унăн хăйĕн фирма. Альбина - педагог. Шупашкарти 46-мĕш гимназире 30 çул ытла вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Раççей шайĕнче хисеплĕ педагог, тĕрлĕ конкурс çĕнтерỹçи. Саша Шупашкарти хула клиника центрĕнче вăй хурать, аслă категориллĕ тухтăр. Çамрăклах юрлама ăста. Светлана та пиччĕшĕ пекех медик. Вăл Патăрьелĕнче ĕçлет. Едифановсен кĕçĕн ывăлĕ Ваня вара хăйĕн ĕçне стройкăпа çыхăнтарнă. Унăн та хăйĕн фирма. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Нина Ивановнăпа Николай Андреевич паян ачисемпе çеç мар, 12 мăнукĕпе, 4 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса, хавхаланса пурăнаççĕ. Май пур таран вĕсене аш-какайпа та, улма-çырлапа та тивĕçтереççĕ-ха ватăсем.

Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2